Çăлтăр çӳпçи

21 Çу, 2016

Хамăрăн вăя шанмалла

Çамрăк чухне Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма, мала тухма ăнтăлнă. Хамăра пурăнмалăх укçа ĕçлесе илме тăрăшнă. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине йăлтах туянса пама хатĕр. Çавăнпах пĕчĕкренех ямăттине хăнăхаççĕ вĕсем. Аслă шкулсенче, тĕслĕхрен, спортсменсен тÿлевсĕр вĕренме май пур.

30 Ака, 2016

Вăхăтра каçармалла

Наташа Шамбулина, актриса

Пушă вăхăтра вăрманта е паркра пĕччен уçăлса çÿреме юрататăп. Уçă сывлăшра пуç аванрах ĕçлет, ырă ĕмĕт-шухăш явăнать, куç умне лайăххи кăна тухать. Хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнче пурăнатпăр, нумай пулмасть субботнике тухса хамăр çывăхри вăрмана çÿп-çапран, кĕленче ванчăкĕсенчен тасатрăмăр. Ун хыççăн ешĕл курăк, чечексем шăтса тухрĕç. Эрне çеç иртрĕ унтанпа — халь çав вырăнта каллех хăрушла ÿкерчĕк, йăлтах вараласа пĕтернĕ. Таса вырăн тупса ĕçнĕ-çинĕ, хăналаннă, хăйсем хыççăн нимĕн пуçтармасăрах кайнă. Ачасемпе парксенче уçăлса çÿреме те аван мар: кашни кĕтесре эрех-сăра ĕçеççĕ, туртаççĕ, намăс сăмахсемпе вăрçăнаççĕ.

23 Ака, 2016

Шурă, хура, ула... такка

Ирина ВЕРЬЯЛОВА, артистка

Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн хама канăç паман ыйтусем тавра калаçмасăр чăтаймастăп. Ывăлăм 4-мĕш класра вĕренет. Унпа кашни кунах уроксем тăватпăр. Математикăпа, вырăс чĕлхипе ытлах нушаланмастпăр, анчах та хула ачисем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» программа ансат мар. Вĕренекенсем пирки каламастăп та, хăш-пĕр ĕçе ашшĕ-амăшĕ çеç мар, вĕрентекенсем хăйсем те пурнăçлаймаççĕ. Эпĕ уйрăм çырма йышăннă сăмахсен словарьне те хатĕрлерĕм хам валли. Тĕслĕхрен, «улатакка» сăмаха мĕншĕн уйăрмалла-ха? Мĕн, пирĕн, чăвашсен «шурă такка» е «хура такка» та пур-им? Тепĕр халăх çынни чăвашла вĕренес тесе «такка» сăмаха словарьте шыраса пăхĕ те — тупаймĕ. Ун пирки шухăшласа пăхман-ши пирĕн чĕлхеçĕсем? «Питçăмартине» уйăрни те пуçа вырнаçмасть. Çак сăмахсене уйрăм çырни кама мĕн парать-ши? Чăваш чĕлхин орфографине йăлт арпаштарса пĕтерчĕç. Хăçан та пулсан пурте пĕрешкел тата тĕрĕс çырма пуçлăпăр-ши?

2 Ака, 2016

Театрта - партизан пек

Светлана САВЕЛЬЕВА: Чăваш халăх артистки

Шупашкарта пурăнакансенченех хăшĕ-пĕри Çамрăксен театрĕ Трактор тăвакансен керменĕнче вырнаçнине пĕлмест. Пирĕн, артистсен, хамăра ятăн кил çук. Çавăнпах партизансен театрĕнче ĕçленĕнех туйăнать. Чуна ыраттаракан çак ыйту тавра тахçантанпах калаçатпăр, анчах вĕçне-хĕрне тухаймастпăр.

Pages