Çăлтăр çӳпçи

26 Авăн, 2015

Каçарма пĕлмелле

Пурнăçра хĕрарăм пысăк вырăн йышăнать. Арçыншăн - уйрăмах. Юратупа, пĕр-пĕрне ăнланнипе, килĕштерсе пурăннипе, çемьене тытса пынипе хаклă вăл. Арçынсене хÿтĕлеместĕп. Эпир вăйлă пулсассăн - хĕрарăм чеерех те ăслăрах.

19 Авăн, 2015

Пурнăç малалла

- Искусствăна ура ярса пуснăранпа 40 çул çитрĕ. Вĕсенчен 30 çулне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрласа ирттертĕм. 54 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. Малтанах питĕ йывăр пулчĕ - ара, ĕçе çÿреме хăнăхнă-çке, кунсерен - репетици, концерт, гастроль...

12 Авăн, 2015

Ырă усала çĕнтертĕр

Эпĕ - чи малтанах, амăшĕ. Тĕнчере усаллăх вăй илни чуна ыраттарать. Вăрçă-харçă, пусмăр, аскăнчăклăх... çинчен телевизорпа та, Интернет уçлăхĕнче те калаçаççĕ-кăтартаççĕ. Пурнăçăн тÿнтер енĕ ытла та тискер. Йĕри-тавра темле шухăшлă çын та пур. Усал ĕç тăвакансем обществăшăн хăрушă.

5 Авăн, 2015

Чăваш юрри-кĕвви Раççейĕпех янăратăр

Çулсем иртнĕçемĕн çамрăк чухне туса ĕлкĕреймен ĕçсемшĕн чун ыратать. Арçыннăн йывăç лартмалла, çурт хăпартмалла, ывăл-хĕр çитĕнтермелле теççĕ. Хваттер илнĕ-ха, çапах хам алăпа пÿрт çĕклеменшĕн ÿкĕнетĕп. Халĕ ĕç пуçласан укçа-тенкĕ çитереймесси хăратать. Патшалăхран кивçен илсен - тавăрса парасси.

29 Çурла, 2015

Картинăсене халăх валли хăварасшăн

Тăван халăх чĕлхи, культури, пуянлăхĕ пирки нумай калаçатпăр. Çав вăхăтрах чуна ыраттаракан ыйтусене хускататпăр. Анчах витĕмĕ пур-и? Мĕншĕн нимĕн те улăштарма пултараймастпăр эпир? Пире илтмеççĕ-и?

Pages