Çанталăк

22 Ака, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вăхăт-вăхăтпа çумăр çăвать. Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, кăнтăрла — 8-13, каçхине 1-6 градус ăшă пулать. Ыран, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, кăнтăрла — 9-14, каçхине 2-5 градус ăшă пулать. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче — 2-11 градус ăшă.

Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен 9-14 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 5 сехетре тухать, каçхине 20 сехетре анать. Кун тăршшĕ — 15 сехет.

1 Ака, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх — канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран йĕпе юр е çумăр çăвать. Паян, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, кăнтăрла 3-8 градус ăшă пулать, каçхине — 0-2 градус ăшă. Ыран, ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, кăнтăрла — 3-8 градус ăшă, каçхине 2 градус сивĕрен пуçласа 2 градус таран ăшă пулать. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче — 1-5 градус ăшă. Çил кăнтăр енчен 5-10 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 5 сехет те 57 минутра тухать, каçхине 19 сехет те 10 минутра анать. Кун тăршшĕ — 13 сехет те 13 минут.

25 Пуш, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх — канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран уяртать, юр е йĕпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа çил-тăман вĕçтеркелет. Паян, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, кăнтăрла 3 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине — 1-6 градус сивĕ. Ыран, пушăн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла 1 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине — 2-4 градус сивĕ. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче — 2 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвелтухăç енчен 3-8 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

11 Пуш, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран юр е йĕпе юр çума пултарать. Паян, пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-4 градус ăшă, каçхине 3-8 градус сивĕ пулать, ирхине тĕтре карса илет. Ыран, пушăн 12-мĕшĕнче, кăнтăрла 1 градус сивĕрен пуçласа 4 градус таран ăшă пулать, каçхине - 2-7 градус сивĕ. Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче - 1-5 градус сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 5-10 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 6 сехет те 52 минутра тухать, каçхине 18 сехет те 27 минутра анать. Кун тăршшĕ - 11 сехет те 34 минут.

27 Нарăс, 2016

Нарăс кантăка эрешлемест

Çанталăк çирĕпленнĕ йĕркене пăхăнми пулчĕ: хĕлле сунчăк тытмалла, çулла сивĕрен пытанмалла. Е тавралăх ешернĕ вăхăтра пăрлă çумăр шар кăтартать, е кĕркунне, улма-çырла пуçтарса кĕнĕ хыççăн, сад çĕнĕрен чечеке ларать.

"Нарăс çиллес, анчах ĕçне пĕлет: вĕçтерет, хĕвет, кантăка эрешлет. Çуркунне çитессе сисет", - теççĕ тавралăха сăнакансем. Хăйĕн хăвачĕпе пиччĕшĕсенчен те ирттересшĕн имĕш хĕлĕн юлашки уйăхĕ. Анчах сивĕ питрен чĕпĕтмест. Ура айĕнче - шыв кÿлленчĕкĕ, ниçтан пăрăнса иртме çук. Хĕлĕн "мăйраки" хăш вăхăтра хуçăлчĕ-ши? Е "мăйракаланма" та ĕлкĕреймерĕ-ши вăл? Халĕ пуш уйăхĕ мар, нарăс тумлампа пуян. Манăн мăшăр, тĕслĕхрен, кăçал хĕллехи курткине те шкапран кăларман. Юлташсем ача садĕнчи пепки валли кăçатă йăвалаттарнăччĕ. Вăл та кирлĕ пулман.

Pages