Çанталăк

13 Чÿк, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр е йĕпе юр çăвать. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăнтăрла та, каçхине те 2 градус сивĕрен пуçласа 3 градус ăшă пулать. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче кăнтăрла - 4 градус сивĕрен пуçласа 1 градус ăшă, каçхине - 0-5 градус сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 3-10 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 1-2 градус ăшă тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0 градус. Хĕвел ирхине 7 сехет те 20 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 50 минутра анать. Кун тăршшĕ - 8 сехет те 30 минут.

6 Чÿк, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр е йĕпе юр çăвать. Чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче: кăнтăрла - 0-5 градус ăшă, каçхине 1 градус сивĕрен пуçласа 4 градус ăшă пулать. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче: кăнтăрла - 3 градус сивĕрен пуçласа 2 градус ăшă, каçхине - 1-6 градус сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 8-15 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 7 сехетре тухать, каçхине 16 сехетре анать. Кун тăршшĕ - 9 сехет. Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере çанталăк сивĕтет, каçсерен шăнтма пултарать.

23 Юпа, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра ăмăр çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа çумăр е йĕпе юр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла - 0-5 градус ăшă, каçхине - 0-3 градус сивĕ. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен 7-14 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 6 сехет те 40 минутра тфухать, каçхине 16 сехет те 30 минутра анать. Кун тăршшĕ - 10 сехет. Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кунашкал çанталăк ытларикунчченех тăсăлĕ. Ун хыççăн кăшт ăшăтать, хушăран уяртакан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать.

16 Юпа, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче ăмăр çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа çумăр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла - 3-8 градус ăшă, каçхине 1-4 градус ăшă пулать. Çил октябрĕн 16-мĕшĕнче çурçĕр-хĕвеланăç енчен 4-9 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Октябрĕн 17-мĕшĕнче хĕвеланăç енчен 6-11 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Çĕр çинчи нÿрĕк ирхине - 90%, каçхине - 82%. Хĕвел ирхине 6 сехет те 25 минутра тухать, каçхине 16 сехет те 46 минутра анать. «Эрне пуçламăшĕнче те ăмăр çанталăк пулать, çумăр çăвать.

9 Юпа, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче ăмăр çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа юр е йĕпе юр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла - 0-3 градус ăшă, каçхине 2-7 градус сивĕ пулать. Çил çĕрле çурçĕр-хĕвеланăç, кăнтăрла кăнтăр-хĕвеланăç енчен 7-15 метр хăвăртлăхпа вĕрет, вырăн-вырăнпа тăман вĕçтеркелет. Çĕр сивĕнсе пырать, шăнтать. Атăлри шыв 9 градус ăшă тăрать. Хĕвел ирпе 6 сехетре тухать, каçхине 17 сехетре анать. Кун тăршшĕ - 11 сехет. «Кунашкал çанталăк юнкунчченех тăсăлĕ. Ун хыççăн кăшт ăшăтма е татах сивĕтме пултарать.

Pages