Çĕнĕ çул

29 Раштав, 2016

Яла юмаха çавăраççĕ

Çывхарса килекен Çĕнĕ çула ача садне çÿрекен шăпăрлан та, аслă ÿсĕмри çын та кĕтет. Нумайăшĕ чăрăша капăрлатма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кил-тĕрĕше те тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ ахăртнех. Хĕлле юртан тĕрлĕ кÿлепе ăсталакан сахал мар. Çĕнĕ çул умĕн республикăри чылай районпа хулара чи капăр вырăна палăртассишĕн конкурс ирттереççĕ. Пĕрисем чăрăш çине ярăм çакнипех çырлахаççĕ, теприсем вара хăйсем пурăнакан е ĕçлекен вырăна чăн-чăн юмах тĕнчине çавăраççĕ. Малалла вулас...

 

29 Раштав, 2016

Таксист виçĕ кунра машина хакне кăларнă

Пурте тулли кĕрекере çемьепе, çывăх çынсемпе Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне вĕсем ĕçре, дежурствăра хăйсен кулленхи тивĕçне пурнăçлаççĕ: чирлисене пулăшаççĕ, инкеке лекнисене çăлаççĕ, пирĕн хăрушсăрлăхшăн сыхă тăраççĕ... Чылай професси çыннишĕн Çĕнĕ çул уяв мар. Раштавăн 31-мĕшĕнче каçхи сменăна тухнă çынсем ĕç вăхăчĕ епле иртнине каласа пачĕç.

Виктор ГЕРАСИМОВ, Кÿкеçри 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн уйрăм командирĕ:

29 Раштав, 2016

Хăнана чул та парнелеççĕ

Çĕнĕ çул — тĕнчере чи анлă сарăлнă уяв. Кашни çĕршыврах ăна савăнăçлăн кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Ытти тăрăхри йăла-йĕрке Раççейринчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Малалла вулас...

 

24 Раштав, 2016

Килсе çитрĕ Хĕл Мучи - сивĕ шартлама хуçи

Çĕнĕ çул çывхарсах пырать. Чылайăшĕшĕн çулталăкри чи пысăк уяв вăл. Çавна май халăх темĕнле асамлăхпа тĕлĕнтермĕше кĕтет. Ачасем çеç те мар, аслисем те Хĕл Мучин хăватлă вăйне ĕненеççĕ. Çутă ĕмĕтпе çунатланнă вăхăтра, паллах, вăхăта та хаваслă, кăмăллă ирттермелле.

22 Раштав, 2016

Çĕнĕ çул умĕн — çĕнĕ юмах

Çĕнĕ çул тĕлне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ ачасем валли çĕнĕ спектакль хатĕрлерĕ. Паян çырнă хайлав тăрăх лартнăскер мар, апла пулин те кирек хăш ÿсĕмри куракан та ăна килĕштерĕ. Вăл — Ганс Христиан Андерсенăн «Снежная королева» юмахĕ.

Pages