çĕр

24 Раштав, 2014

Çĕр калаçтарать

Çĕрпе çыхăннă тавлашусем тĕрлĕ сăлтавпа сиксе тухаççĕ. Сăмахран, çĕр пирки килĕшÿ тунă чухне, çĕр лаптăкĕн вăл е ку чиккине палăртман вăхăтра, документсенчи тĕрĕс-марлăх калаçтарать. Çĕр правипе çыхăннă ыйтусене татса пама çăмăлах мар.

Çĕр лаптăкĕн хуçисем час-часах суда пулăшу ыйтса пыраççĕ. Çĕр ыйтăвне татса пама Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн çĕр йĕркелÿ ĕçне туса ирттернин кăтартăвĕсен патшалăх фончĕн докуменчĕсем пулăшаççĕ /Çĕр йĕркелÿ кăтартăвĕсен фончĕ/.

22 Чÿк, 2014

Юрăхсăрлатма - çур кун, лайăхлатмашкăн - ĕмĕр

Çĕрпе çыхăннă йĕркесĕрлĕхсем пирки калаçнă май Салатма пĕр талăк, пуçтарма çулталăк каларăш аса килет. Эпĕ ăна кăшт кăна улăштарнă пулăттăм: «Юрăхсăрлатма - çур кун, лайăхлатмашкăн - ĕмĕр». Специалистсем каланă тăрăх юрăхсăрлатнă тăпра хăй тĕллĕн вăрах пулăхланать: пĕр сантиметр кăна пĕр ĕмĕр кирлĕ!

Çакăн пирки ялта çуралса ÿснĕ кашни çыннах пĕлмест пулĕ. Унсăрăн çĕре çаплах хĕн кăтартас çук! Нумайăшĕ çут çанталăкран пайта илесшĕн, анчах та ун умĕнчи парăма татасшăн мар. Пурнăçра та, çутçанталăкра та йăлтах шайлашуллă пулмалла-çке: илтĕн – тавăр.

18 Юпа, 2014

Пур тĕлте те сухаланман çав...

«Кÿршĕпе хутшăн та, чукмарĕ те ал айĕнчех пултăр», – тесе епле тĕрĕс каланă! Кÿршĕсемпе тăвансем пек пурăнни ытларах тĕл пулать-тĕр. Анчах пĕр-пĕр ыйтăва татса памашкăн суда çитнĕ тĕслĕх те сахал мар.

Мĕн унта, кÿршĕре?

Россельхознадзорăн республикăри управленине те кÿршисемпе кăмăлсăрланнă çырусем килсех тăраççĕ. «Чÿрече уçма май çук, тислĕк шăрши сăмсана çурать, тĕрлĕ шăна-пăван явăнать кăна», – тесе пĕлтернĕ пĕр çырура. Юнашар пахчари тислĕк купи канăç памасть иккен.

17 Утă, 2014

Пуянлăха перекетлемелле

Тăван тăрăхăмăр çĕр айĕнчи усăллă япаласемпе пуянах мар. Анчах ăна та тĕлли-паллисĕр кăларнине палăртаççĕ инспекторсем.

Тĕрĕссипе, кунашкал тĕслĕх Раççейре – тем чухлех. Пĕлтĕр кăна Россельхознадзор специалисчĕсем санкцилемен 399 карьер тупса палăртнă. Кунта çакна палăртса хăварам: асăннă ведомство ĕçченĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче тĕрĕслевпе сăнав ирттерме ирĕк пур. Шăпах çак категорие кĕртнĕ 915,15 гектар çинче çут çанталăк пурлăхне саккуна пăсса кăларнине тĕпчесе пĕлнĕ.

Pages