Чăваш автономи облаçĕ: 100 çул

22 Çĕртме, 2020

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ куна мĕнле паллă тăвăпăр?

Кĕтнĕ эпир çак куна. Çичĕ çул каялла Раççей Президенчĕ ятарлă хушу кăларсах хатĕрленме пуçланă. Çакнашкал самант ĕмĕрте пĕрре килет. Çавăнпа тĕплĕн, тĕрлĕ енлĕн хатĕрленме пуçланăччĕ. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче мероприятисен марафонĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнăччĕ те. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕсем, тем те сиксе тухма пултарать. Çапла пулчĕ те. Çавăнпа ĕç-пуçа çĕнĕлле йĕркелесе яма тиврĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшне — Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ куна — мĕнле паллă тăвăпăр-ха?

9 Çĕртме, 2020

Вăхăт çитнĕ те – чĕлхемĕр алăксене уçнă

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче РСФСР Совечĕсен Тĕп Ĕçтăвкомĕ тата Халăх Комиссарĕсен Совечĕ декрет кăларса Чăваш автономи облаçне (ЧАО) туса хума йышăннă. Ăна йĕркелени чăваш халăхĕн Атăлçи Пăлхар патшалăхне çухатнă хыççăнхи ĕмĕтне çитерессишĕн хывнă çулăн пĕрремĕш утăмĕ кăна пулнă. ЧАО хăйĕн умне пысăк улшăну тума, çав шутра халăхăн çыру тата калаçу чĕлхин пĕлтерĕшне ÿстерме, тĕллев лартнă.

18 Пуш, 2020

Кĕрлет Мускав тĕрлĕ халăхпа, шавлать, е Мускав тĕрлĕ сасăпа, Е Мускав чăвашĕсем – чăн-чăн патриотсем

Юратнă тăван халăха — чăваш халăхне, пĕрле ÿснĕ тус-юлташсене, ĕçтешсене, тăван-пĕтене хальхи вăхăтра чăн чăвашла уйăхсерен кун çути курса пыракан хамăрăн журнала — «ТĂВАН АТĂЛА» — хаваспах çырăнса илекенсене тата юратса вулакансене чи малтанах Мускаври чăвашсенчен хĕрÿллĕрен те хĕрÿллĕ, ăшă салама йышăнса илме ыйтатăп. Çапла, Мускавра та чăвашсем чылаййăн пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Вăхăтлăха кайса çÿрекенсем кăна мар, вăтăр-хĕрĕх е ытларах çул каяллах тымар янă вĕсем Раççейĕн тĕп хулинче.

Pages