Чăваш Ен Пуçлăхĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулсен строительствипе юсавĕн ыйтăвĕпе транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Павлов сăмах илчĕ.

Ачасен çуллахи каникулĕччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен планеркăра вĕсен çуллахи канăвне йĕркелессине тĕп ыйтусен шутĕнче сÿтсе явни ăнсăртран мар.

Михаил Игнатьев палăрнă тăрăх, çак ĕçе йĕркелемелли пĕтĕмĕшле бюджет кăçал 500 миллион тенкĕпе танлашĕ. Тĕрлĕ лагерьте, çав шутра шкулсен çумĕнчи çуллахи лагерьсенче 102 пин ача канĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йĕркеленĕренпе кăçал 25 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа паян парламентарисем тата ветерансем Шупашкарти Президент бульварĕнче йывăç лартрĕç.

Pages

Subscribe to Чăваш Ен Пуçлăхĕ