ЧР ПУÇЛĂХĔН СТИПЕНДИАЧĔСЕМ

24 Пуш, 2016

Ирех тăрать, тумланать, тÿрех ĕçе тытăнать…

Чăваш классикĕн сăвă йĕркисене кăштах улăштарса çапла калас килет манăн Пантьăк ялĕнче пурăнакан, Мăн Этменти вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Карина Селянкина пирки. Вăл чăннипех ĕçчен, маттур та пултаруллă хĕр пулнине вĕрентекенсем те çирĕплетеççĕ.

27 Çурла, 2015

Çĕнтерÿ - çирĕп тĕллевлисемпе

Муркашри Çамрăк техниксен станцине çÿрени кирлĕ хăнăхусем панине палăртать Алексей Кудряшов. Нумай çĕннине пĕлет вăл кунта, ăмăртусене хутшăнса хисепе те тивĕçет. Тĕслĕхрен, виçĕм çул арçын ача Мус-каври Наукăпа практика конференцине хутшăннă.

30 Утă, 2015

«Пур предмет та пурнăçра кирлĕ пулĕ…»

Чи малтанах туртăм кирлĕ. Вăл пулсан ĕçе юратса пурнăçлатăн, тĕллев патне хăвăртрах çитетĕн. Вĕренÿ пирки те çавнах каламалла. Учитель ача ăс-тăнне хисте-хисте çĕнĕ пĕлÿпе пуянлатма тăрăшнинчен ытларах ача хăй вĕренесшĕн çунни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне учитель ĕçĕ те сая каймасть, вăл тăрăшни те куçкĕретех.

Татьяна Лубашкина шкулта «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Кашни предметпа аван ĕлкĕрсе пыма, паллах, çăмăл мар. Анчах каларăмăр вĕт-ха, туртăм пулсан умри пăтăрмахсем те сисĕнмеççĕ. Таня вара питĕ хастар хĕрача.

16 Утă, 2015

«Конкурссене хутшăнсан хăвна тытма вĕренетĕн»

Ачаранах алĕçĕпе аппаланма пĕлнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Хĕрачасем тĕрĕ тĕрлеççĕ, нуски-алсиш çыхаççĕ, арçын ачасем вара сĕтел-пукан ăсталаççĕ, кил-çурта йывăçран кас-каласа тунă эрешсемпе илемлетеççĕ… Паллах, тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕнчен чылай тĕслĕх илеççĕ. Çапах шкулти ятарлă кружоксен те витĕмĕ пурах.

30 Раштав, 2014

"Космосра та чăвашла юрлăттăм"

«Çĕр - ăс-тăн сăпки, анчах çак сăпкара ĕмĕрĕпех пурăнаймăн», - тенĕ хальхи космонавтикăн никĕсне хураканĕ Константин Циолковский. Паянхи шкул ачисем те çапларах шухăшланă пек туйăнать.

Pages