Чуна уçса калаçар

7 Ака, 2016

“Несĕлсен йăлине пăхăнсан халăх пек упранса юлайăпăр"

Пурнăçа тытса чараймăн. Саманапа пĕрле этем те улшăнать. Вăл хăйĕн тавракурăмне анлăлатать, иртнине тишкерсе мăн асаттесемпе асаннесен кун-çулне урăхла йышăнать. Обществăри улшăнусем те çын шухăшлавне çивĕчлетеççĕ. Паспортра «национальноç» йĕрке çухалчĕ.

24 Пуш, 2016

«Эсĕ манран тараймăн»

Ăслăлăх çирĕплетнĕ тăрăх, çынра темиçе халăх юнĕ чупсан вăл ыттисенчен сăнпа та, кĕлеткипе те, ăсĕпе те уйрăлса тăрать. Вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен чи лайăх та паха енĕсене илеççĕ имĕш. Мĕнех, кун пирки ăсчахсем тавлашчăр.

17 Пуш, 2016

«Иринăна хисеплесе сăнарсем калăплатăп»

Ача чухне чылайăшĕ артист пулма ĕмĕтленет. Манăн та сцена çинче пĕр-пĕр сăнара калăпласа залра ларакансен чунне тыткăнлас килетчĕ. Артистсене питĕ ăмсанаттăм. Вĕсем сĕтлĕ кÿлĕре ишеççĕ тесе шухăшлаттăм. Анчах пурнăç тути-масине астивнĕ хыççăн ун пек каламастăп.

3 Пуш, 2016

Сăр шывĕн хăватне ăша илсе ÿснĕ те...

Çыннăн шăпи вăл хăйĕн кун-çулне кампа çыхăнтарнинчен нумай килет. Çапла, икĕ чĕрене пĕр тĕвве çыхаканĕ - юрату. Анчах çемьере пĕр тĕллев, пĕр ĕмĕт çук пулсан ăна вăйлă, çепĕç туйăм та çăлса хăвараймасть.

Pages