Чуна уçса калаçар

25 Нарăс, 2016

Сасси улшăнсан юрлас ĕмĕчĕ татăлнă

Чăваш эстрадипе чăваш опери хушшинче мĕнле çыхăну пур-ши? Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мăн Этмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил ИВАНОВ юрăçпа паллашиччен эпĕ кун пирки пачах та шухăшламан. Пĕр енчен, вĕсене юрă çыхăнтарать.

11 Нарăс, 2016

«Çын ăшĕнчи тĕнчере те чун арманĕ кăлтăртатать»

«Çиларман» ушкăн юрăçисемпе Александр НИКИФОРОВПА тата Олег ВУНБЕРОВПА «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче тĕл пуличчен маттур чăваш каччисен клипĕсемпе паллашас тесе Интернета ятарласа кĕтĕм. Ăнсăртран куç тĕлне тĕлĕнмелле сăвă йĕркисем лекрĕç. Чăтаймарăм, унпа интервьюра усă курас терĕм.

14 Кăрлач, 2016

“Пирĕн ачасем чăваш киновне çÿле çĕклессе шанатăп”

Вăхăт урхамахне чараймăн. Туйăмсен вылявне кура вăл хăш чух пурнăç уйĕ тăрăх сиккипе чупать, тепĕр чух утăм хыççăн утăм аран тăвать. Акă Литература çулĕн алăкне тулли кăмăлпа хупрăмăр та Кино çулталăкĕн хапхине уçрăмăр. Мĕн кĕтет пире кăçал? Чăваш киновĕн малашлăхĕ мĕнлерех-ши?

31 Раштав, 2015

Туй кунĕнче те клип ÿкернĕ

Чăваш эстрадинче «Хурăнташ» ушкăн ертÿçи Денис АНТИПОВ пек лăпкă та сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама юратман яш çук та пулĕ. Çут çанталăк ăна кÿрентермен: яштака пÿ-си, хĕвеллĕ сăн-пит, илĕртÿллĕ кулă, сапăр сас панă. Çирĕп кăмăл, каланă сăмаха тытма пĕлни, пуçланă ĕçе вĕçне çитерни... Çаксем йăлтах пур Денисăн.

Pages