Чуна уçса калаçар

2 Ака, 2015

Сумлă ят илессишĕн йăлăнман, кĕлмĕçленмен

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, "Çеçпĕл" ансамбль солистки Ольга ПРОКОПЬЕВА сцена çине юрлама тухсан зал илемпе тата çутăпа тулнăн туйăнать. Йăрăс пÿллĕскер, пиçсе çитеймен çĕмĕрт куçлăскер, пукане пек хитрескер сассипе çеç мар, хусканăвĕпе те куракана тыткăнлать.

26 Пуш, 2015

“Ах, хуняма, хуняма, иккĕмĕш анне...”

Валентина ТЕЛЕЙ чăваш эстрадине пĕр юрăпа, «Хунямапа», вирхĕнсе кĕчĕ. Тусĕсемпе тăванĕсем тата ĕçтешĕсемсĕр пуçне урăх никам та пĕлмен юрăç халăхра кĕске вăхăтрах палăрчĕ. Мĕнпе тыткăнланă-ха çак юрă итлекене? Мĕн каласшăн пулнă автор хунямана халалласа çырнă юрăпа? Пĕлме çук.

19 Пуш, 2015

“Калăр мана, калăр: пур-и юрату?”

"ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ" ятăн паллине халăхра ят-сум çĕнсе илнĕ артистăн кăкăрĕ çине çакнă май республика Президенчĕ пÿлĕмре ларакансем еннелле çаврăннă та: "Манпа килĕшетĕр пуль: Сергей ПАВЛОВ - хăй тĕллĕн аталаннă талант", - тесе ыйтуллăн тинкернĕ.

12 Пуш, 2015

“Эп телейлĕ пулăп пурпĕрех...”

Алена СЕРГЕЕВА - сцена çинчи ят. Çак чиперкке юрăçăн паспортри ячĕ - Елена. Асламăшĕ Андриян Николаев космонавтăн хĕрĕн ятне питĕ юратнипех мăнукне ытарлăн Алена тесе чĕнме пуçланă. Ватă çын сăмахĕ тăватă çын сăмахĕ пулнăран-ши ăна паян пурте - амăшĕнчен пуçласа тусĕсем таранах - савса Алена теççĕ.

5 Пуш, 2015

Ялти пĕрремĕш каччă

Алексей МОСКОВСКИЙ... йăрăс пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, уçă саслă. Йăлтăр кулли мĕне тăрать тата! Унпа куçран тинкерсе калаçнă чухне чунра хĕвел пин шевлепе вылянăн туйăнать.

Pages