Чуна уçса калаçар

11 Ака, 2014

“Шăпа пилленĕ вăхăта усала паман”

Шăпа тени кашнин хăйне евĕр. Çапах... хĕрарăма, арçынпа танлаштарсан, çак пурнăçра хăйĕн чăн тĕллевĕпе хаклăхне тупма чылай йывăртарах, мĕншĕн тесен чи малтан вăл амăшĕ, ăна çут çанталăк этемлĕхĕн шăнкăртатса юхакан çăл куçне тумламсемпе - ачасемпе - тултарма пилленĕ. Çавăнпах унăн чун килĕштернĕ профессие е çемье телейне суйлама тивет. Паянхи тĕпелĕн хăни - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Шевлепи - Чăваш халăх çыравçин Юхма Мишшин мăшăрĕ пулман тăк, тен, чăваш литературин çÿпçине хăйĕн «чун тĕпренчĕкĕсемпе» тата ытларах пуянлатĕччĕ? Çак ыйту тавра чунне уçма килĕшрĕ хĕрарăм çыравçă.

28 Пуш, 2014

Петр Ермолаев: “Эпĕ - пĕрремĕш ухмах”

Акан 1-мĕшĕ - Кулăш кунĕ. Пĕтĕм тĕнче çак кун хырăм тытса кулать. Çынсем пĕр-пĕрне шăнман пăр çине лартса яраççĕ, шÿтлеççĕ, вăлтаççĕ. Апла пулсан та пĕр-пĕрне кÿренмеççĕ. Республикăра кулăш ăстисене пÿрне хуçса шутлама пулать.

21 Пуш, 2014

“Тĕлĕкре те кĕвĕ тĕлленет”

Людмила Кинер юрăç тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор чăваш эстрадине çавра çил пек вирхĕнсе кĕчĕ. Пултаруллă та канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм пĕр вырăнта ларма пĕлмест. Ялан таçта васкать. Унăн пĕр вăхăтрах аслисем валли те, ачасем валли те юрăсем хайлас килет.

28 Нарăс, 2014

“Этемĕн йытăлла пурăнма юрамасть”

Телее кашни хăйне евĕр ăнланать. Пĕрисем ăна хăйсем валли çеç çÿлти хăватсенчен ыйтса илесшĕн, теприсем шалти вăйне тата пултарулăхне шанса ăна тĕнчене валеçесшĕн. Паянхи хăна - халăхра палăрнă, çынсенче икĕ туйăм /ырланипе хурланине/ çуратакан Типшĕм Сашук.

14 Нарăс, 2014

Чăваш чĕлхи вăрçăра вилĕмрен çăлнă

Енчен те пирвайхи çынсем çут çанталăк кĕввине çил шăхăрни, тинĕс хумханни, кайăксем чĕвĕлтетни урлă çеç итлейнĕ пулсан ерипен вĕсен тăхăмĕсем сасăсене нотăсене куçарса тĕрлĕ кĕвĕ хайлама вĕреннĕ. Этемлĕх хăйĕн аталанăвĕнче сасăсене музыка инструменчĕсемпе те илемлетме хăнăхнă. Унтанпа пĕр уяв та вĕсемсĕр иртмест. Чăвашсем хут купăса уйрăмах юратаççĕ, ташă çеммипе ура хуçса ташлаççĕ, чун юррисене хавхаланса шăрантараççĕ.

Pages