Чуна уçса калаçар

1 Раштав, 2016

Ӳнерçĕсен читлĕхри пек хупăнса пурăнмалла мар

«Ӳнерçĕсем юрату куçĕпе ӳкереççĕ, çавăнпа вĕсене юрату куçĕпе çеç хакламалла», — тенĕ нимĕç çыравçи Готхольд Лессинг. Çакна чăваш ӳнерçи Светлана КОКЕЛЬ пирки каланăнах туйăнать. Пултаруллăскер Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче кун çути курнă. Халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн дизайн факультетĕнче ĕçлет, вăл — педагогика наукисен кандидачĕ. Унăн картинисем Чăваш Ен, Раççей тата тĕнче шайĕнче иртнĕ конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Светлана Кокель хĕрарăм ӳнерçĕсен куçса çӳрекен пленэрне нумай çул йĕркелет. Çак кунсенче вăл Турцири Малатья хулинче йĕркеленĕ тĕрĕк халăхĕсен пленэрĕнчен таврăнчĕ. Светлана Васильевнăпа Интернет урлă çыхăну тытатăп пулин те хăйĕнпе куçа-куçăн пĕрремĕш хут тĕл пулса чуна уçма май килчĕ. Малалла вулас...

17 Чÿк, 2016

Эстрада чăвашлăх вучахне сÿнтересшĕн мар

Чăваш эстради тавра мĕнле кăна сăмах çÿремест-ши? Куракансем билет хакланнăшăн кăмăлсăр, артистсем сцена тара илмешкĕн ытларах укçа ыйтнăшăн, билет сутăнманшăн пăшăрханаççĕ... Пĕрисем юрăçсене мухтаççĕ, теприсем вăрçаççĕ. Апла-и, капла-и — чăваш эстради пурăнать-ха, малаллах талпăнать. Манăн шухăшпа вара, чăваш эстради — чăвашлăх вучахне сÿнме паман вăйсенчен пĕри. Çивĕч ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçине Алина ФЕДОРОВА юрăçа йыхравларăм. Малалла вулас...

3 Чÿк, 2016

«Кил часрах, эпĕ - хусах»

Кама мĕнле ăнать пурнăçра. Пĕрисене шăпа ялан такăнтарать, теприсене вара пуçран ачашлать. «Кĕмĕл сасă» тата «Вирьял шевлисем» конкурс-фестивальсен Гран-прине тивĕçнĕ чăваш эстрада юрăçи Сергей ЛЕКЕРОВ пирки ЧР культура министрĕ Константин Яковлев çапла каланă: «Вăл — пирĕн пуласлăх». Çамрăксем, чăнах та, пирĕн малашлăх. Вĕсем пирĕн ĕçсене тăсĕç, эпир ăс панине ачисене вĕрентĕç. Ентешĕмпе, Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче кун çути курнă, хĕвел пекех çуталакан хĕрлĕ сарă çÿçлĕ, таса тÿпе пек сенкер куçлă Сергейпа тĕл пулса калаçма интереслĕ пулчĕ. Ара, ăна курмассерен сывлăх суннисĕр пуçне ун пирки нимĕн те пĕлместĕп-çке-ха. Малалла вулас...

20 Юпа, 2016

Хурлăхне самай курнă пулин те пурнăçа юратать

Пурнăçăн çитмĕл çичĕ пăрăнăç. Хăш кукăрĕнче пытаннă-ши çыннăн телейĕ? Шăпа мĕншĕн пĕрисене телее алтăрпа валеçет, теприсене — кашăкпа? Пурнăç хакне ăнланма пуçланă чухне этем пурнăçĕ мĕншĕн тăрук татăлать-ши? Кун-çула еплерех пурăнса ирттермелле?

6 Юпа, 2016

Чăвашсене ирĕклĕхе туйтарасшăн

Тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра. Вĕсемпе паллашнă хыççăн чун савăнать, чĕрере шанчăк çуралать. Вĕсем таçти планетăран такамсем Чăваш çĕршывне килсе пирĕн пурнăçа улăштарасса кĕтмеççĕ, нимрен хăрамасăр, ÿркенмесĕр, чунри хавхаланупа чăвашлăх лавне туртаççĕ.

Pages