чыслав

11 Утă, 2014

Кама ытларах кăмăллаççĕ/

Раççей шайĕнчи юрă-кĕвĕ телеканалĕсем тахçантанпах кунашкал проектсем йĕркелеççĕ. Анчах Чăваш Енре ун пекки пулманччĕ. Данила Ленский шоумен тата юрăç çине тăнипе, Алина Выйгетова ăна пулăшнипе кăçал ЮТВ телеканал чăваш эстрада «çăлтăрĕсене» чыслама ятарлă преми йышăнчĕ.

21 Çу, 2014

Хамăр спортсменсемпе мухтанатпăр

Тĕнче тата Европа шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртуран пысăк çитĕнÿсемпе таврăннă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене чысласси йăлана кĕчĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти ку хутĕнче «Спорт» хăна çуртĕнче иртрĕ.

8 Çу, 2014

Шăрçалаççĕ сăвăсем

Тăван çĕр-шыва юратса

Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тата çамрăк авторсен патриотлăх темипе çырнă сăввисен республика шайĕнчи «Çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн» конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă. Унта ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов та хутшăннă. Малалла вулас...

7 Пуш, 2014

Эс асамлăх...

Çак сăмахсем ытларах янăрарĕç Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртнĕ поэзи каçĕнче. Уява хĕрарăм çыравçăсене йыхравланă. Ахальтен мар паллах: ара, кĕçех пĕтĕм тĕнче чиперуксене ăшă сăмахсемпе пĕрлех капăр чечек çыххисемпе, хаклă парнесемпе савăнтарĕ.

4 Нарăс, 2014

"Сирĕн умра пуçа таятпăр!"

Ăрусен ылмашăвĕ - çитĕнÿ çăл куçĕ, аталану хăвачĕ. Аслисем хăйсен пуян опытне çамрăксене пиллесе хăварса каяççĕ... Çамрăксем вĕсен ĕçне тăсма сăмах парса малалла ăнтăлаççĕ. Ку - çут çанталăк саккунĕ, унран иртеймĕн.

Pages