чыслав

7 Пуш, 2018

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх наградисемпе чысларĕ

Пĕрремĕш çурхи кунсенче республикăри пултаруллă хĕрарăмсене Правительство çуртĕнче чысласси ырă йăла пулса тăчĕ ĕнтĕ. Паян та, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономикăра, социаллă сферăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Йышра тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем пур: воспитательсемпе педагогсем, тухтăрсемпе культура ĕçченĕсем, патшалăх влаç органĕсен представителĕсем, çĕр ĕçченĕсем…

1 Пуш, 2018

Пуçлăх аллинчен — свидетельство

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнче социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

22 Раштав, 2017

«Пархатарлă ĕçпе ыттисене хĕмлентерет...»: Чăваш Ен Пуçлăхĕ сумлă ентешсене чысларĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче республика экономикине аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнă ентешсен пысăк ушкăнне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республин патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Pages