Çил арманĕ

7 Ака, 2016

Çÿл ту çинчи çил арман

Çил арманне халĕ ялсенче курма май çук. Пулсан та аваллăх палăкĕ пек çеç упранса юлнă вăл. Хăй вăхăтĕнче вара çил арман ял çыннине тăрантарнă темелле. Çавăнпах ĕнтĕ ăна халăх пăрахăçлама шухăшламасть. Акă Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçсем аваллăх палăкне пурнăçа тавăрма шут тытнă.

24 Утă, 2014

Манăçа тухнă çил арманĕ

Ку сăн ÿкерчĕке иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Туçи çывăхĕнче тунăччĕ. Шел, хирте тăлăххăн ларакан çил арманĕн хуçи камне пĕлме май килмерĕ ун чухне. Хăй вăхăтĕнче вăл ку тăрăхри халăха тăрантарса тăни иккĕлентермест паллах. Космос ĕмĕрне кĕричченхи хăйне евĕрлĕ палăк паянччен сыхланса юлнă-ши - пĕлместĕп.