çитĕнÿ

22 Çу, 2018

Чăваш хĕрĕн - ылтăн

Борис Глинкинăн вĕренекенĕ Анастасия Александрова Европа чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Кире спорчĕ енĕпе Европа чемпионачĕ Кечкемет хулинче /Венгри/ иртнĕ. Виçĕ куна тăсăлнă ăмăртăва 24 çĕршыври 250 ытла атлет хутшăннă.

14 Авăн, 2017

10 медальпе таврăннă

Ĕненмелле мар пек-и? Чăнах та, Чăваш Ен атлечĕсем авăн уйăхĕн 3-10-мĕшĕсенче Венгрири Будапешт хулинче армрестлинг енĕпе тĕнче шайĕнче иртнĕ чемпионатра 10 медаль çĕнсе илнĕ. Унта 55 çĕршывран çитнĕ 1 пине яхăн атлет хутшăннă. Хăлха илтменнисен тупăшăвĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн 6 хастарĕ ăмăртнă.

4 Авăн, 2017

Ылтăн медальлĕ гимнастка Шупашкарта çуралнă

Италири Пезаро хулинче çак вырсарникун илемлĕ гимнастикăпа тĕнче чемпионачĕ вĕçленчĕ. Тĕрлĕ енлĕ ăмăртура та пирĕн çĕршыв хĕрĕсем маттур пулчĕç, ылтăн медале тивĕçрĕç. Чемпионатра Раççей команди сакăр ылтăн медальтен çиччĕшне çĕнсе илнĕ.

13 Çĕртме, 2017

ЧПУ хĕрĕсем Белгородран çĕнтерÿпе таврăннă

Çĕртме уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче Белгородри патшалăх университечĕн Светлана Хоркина ячĕллĕ спорт комплексĕнче Раççейри студентсен спорт клубĕсен ассоциацийĕн воллейбол енĕпе Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. ЧПУ хĕрĕсем унта виçĕмĕш вырăн йышăннă.

Pages