Çивĕч ыйту

18 Юпа, 2017

Чăваш хăмлин чапĕ çĕкленĕ-ши?

Вăрмар районĕнчи «АгроРесурсы» пĕрлешÿ хăмла туса илет кăна мар, ăна тирпейлет, пĕрчĕлесе сутать. Предприяти «симĕс ылтăн» пулăшнипе аталанать, тупăш илет. Анчах мĕншĕн çак культура чылай хуçалăхшăн хушма çĕклем пулса тăчĕ? Çивĕч ыйтăва «АгроРесурсы» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕпе Юлия Кисенкăпа хускатрăмăр.

17 Юпа, 2017

Парăм хваттерсĕр те хăварма пултарать

Пирĕнтен кашниех электроэнергипе, шывпа, газпа тата пурнăçа хăтлăрах тума май паракан ытти ресурспа куллен усă курать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн вара пурте вăхăтра тÿлеме васкамаççĕ. Çакă тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратать.

11 Юпа, 2017

Хуçасăр çĕр – хăр тăлăх

Республикăра пушă выртакан пулăхлă çĕр самай. Р а ç ç е й ял хуçалăх надзорĕн регионри управленийĕн инспекторĕсем кашни р а й о н т а тенĕнех çум курăк пусса илнĕ лаптăксем тупса палăртаççĕ. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ял тăрăхĕн территорийĕнче 231,4 гектар çинче хыт хура ашкăрса ларать. Хирте йывăç-тĕм те тымар янă ĕнтĕ. Инспекторсем кун пек пысăк лаптăк юхăнса выртнине текех асăрхаман. Çапах тĕрĕслев вĕçленмен-ха.

9 Юпа, 2017

Ухтер Мучи выляса ÿснĕ çырмана çÿп-çап тултарнă

"Хыпар" издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçачĕн шăматкунхи номерĕнче РСФСР тата Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Терентьев (чылайăшĕ ăна Ухтер Мучи евĕр пĕлет) выляса ÿснĕ çырмана çÿп-çап тултарнине çырса кăтартнă. Кăлтăк пирки пичет кăларăмне тăван тăрăхне кайсан асăрханă вулакан хыпарланă. Тăван тавралăха тирпейлессипе çыхăннă ыйтупа паян эпир унтисемпе çыхăнтăмăр.

6 Юпа, 2017

Чĕмпĕрсен «Канашне» хупасшăн

Çак кунсенче Чĕмпĕрте Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ĕçтăвком ларăвĕ иртрĕ, унта «Канаш» хаçат редакцийĕн журналисчĕсене те чĕнчĕç. Анчах пирĕн калаçу çыпăçмарĕ. Ĕçтăвком членĕсем пурте мар, ку енĕпе уйрăмах 5-6 çын питĕ çине тăрать хаçата вырăсла кăна кăларттарасшăн.

Pages