Çивĕч ыйту

28 Пуш, 2014

Улталанине тавçăрсах...

Çынна çаратмалли меслетсем саманана кура улшăнаççĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пулнă вăрă-хурахла 300 ĕçе шута илнĕ. Вĕсенчен 68,8 процентне кăна уçăмлатма май килнĕ. Кунашкал преступленисене иртнĕ эрнере ЧР ШĔМĕнче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç.

20 Пуш, 2014

Чĕлхе сумне çĕклеме мĕн тумалла-ши?

Чăваш ачисен «Тантăш» хаçатĕнчи /2014 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнчи 5-мĕш номер/ «Пушкăртра «Шупашкар калаçмасть», телекурав та савăнтармасть» статьяпа паллашрăм. Чăваш Енри Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче вĕрентекенсен чун ыратăвĕ мана та, 30 çул чăваш ачисене вĕрентнĕскерне, пăлхантарчĕ. Чăваш чĕлхи шăпи пирки питех те кирлĕ калаçу хускатнине ырлатпăр тата вĕрентекенсен шухăшĕпе килĕшсе хамăр пăшăрханнине те палăртатпăр. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем.

18 Пуш, 2014

Фермерсен тÿпи пысăк та...

Вун-вун çул каялла ялсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем хальхи пек йывăрлăха тÿсмен. Пĕлмен те вĕсем вăл мĕн иккенне. Чăваш Енри хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Ильдар Чемеров каланă тăрăх - ун чухне колхозсемпе совхозсене çĕр-шыв хыснинчен 18% таранах дотаци панă. Çавăнпа пур хуçалăх та вăй илсе, аталанса пынă: хăйсен шучĕпе шкул, клуб, правлени, ферма çурчĕсем, ытти объект тунă. Вĕсемпе çынсем халĕ те анлă усă кураççĕ.

15 Пуш, 2014

Хуçасăрлăхран хăтăлмаллах

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхне кĕрекен Пучинке, Çирĕклĕ, Савкка тата Çĕнĕ Кĕлĕмкасси ялĕсенче тăтăшах пулнă май акă мĕнле ÿкерчĕк асăрхарăм: урамсен сăн-сăпатне пăсакан, кивелнĕ, нĕрсĕр ларакан çурт кураймăн.

12 Пуш, 2014

Сĕте йÿнĕпе парас килмест

"Ĕне тытакансем халь пайта кураççĕ. Тул çутăлсанах яла сĕт пуçтаракан машина килсе чарăнать. Ял çыннишĕн питĕ меллĕ. Анчах хак вылявне ăнланма йывăр. Хĕл варринче 23 тенкĕпе (хăш-пĕр ялсенче) пуçтарнине илтрĕмĕр, унтан 18 тенке çити чакрĕ. Пирĕн тăрăхра темшĕн йÿнĕрех пек туйăнать. Çак тытăмра йĕрки çукрах пулас".

Р. Иванова. Тăвай районĕ.

Pages