Çул çÿрев

11 Юпа, 2014

Океан хĕрринче канас тенĕччĕ пĕррехинче...

Черетлĕ отпуска черетлĕ çĕр-шыва пуçтарăннă май хамăн чĕлхе саппасне “Овербукинг” терминпа пуянлатма тивесси пирки кам шухăшлама пултарнă? Сăмахĕ, чăн та, кăмăллах мар, пĕлтерĕшне те малтанах ăнланмарăм та. “Вокруг света” турфирмăн Шупашкарти представительствинче вăй хуракан оператор ĕмĕр асра юлмалла ăнлантарчĕ...

2 Авăн, 2014

Çĕр хăвăлĕнчи мăнастир

Пенза облаçĕнчи Наровчат районĕнче Сканово ялĕ пур. Кунта XVII ĕмĕрте хĕрарăмсен Троица-Сканово мăнастирĕ пулнă. Унччен ăна Сканово çĕр хăвăл мăнастирĕ тенĕ. Хăвăла манахсем чавса тунă. Ăсчахсемпе археологсем каланă тăрăх - ăна Киев-Печера мăнастирĕнчен те маларах никĕсленĕ.

Pages