Çунатлă çамрăклăх

2 Çурла, 2018

Илĕртрĕ пилĕк таран хумлă çÿç

Пĕр каччăна килĕштереттĕм, вăл — 11-мĕшĕнче, эпĕ 9-мĕш класра вĕренеттĕмĕр. Витали малтан урăх шкулта ăс пухнă, амăшĕпе ашшĕ уйрăлсан вăл кукамăшĕ патне пирĕн яла куçса килнĕ. Амăшĕ пирĕн шкула вĕрентекене вырнаçрĕ. Пире, 9-мĕшсене, физикăпа математикăна ăса хывтаратчĕ.
Витали пек хитре каччă пирĕн шкулта текех çук пек туйăнатчĕ. Сăнран илемли чылай-ха, анчах вăл уйрăлса тăратчĕ. Çÿллĕ те сарлака кĕлеткипе, лайăх вĕреннипе. Амăшне пăхнă ĕнтĕ.

21 Авăн, 2017

Тантăшсем сивĕ куçпа пăхаççĕ

Эпĕ 8-мĕш класра вĕренетĕп. Чун мĕнле ыратнине хальччен пĕлменччĕ. Аслисенчен илтнĕ-ха, анчах çак пĕлтерĕше ăнланман. Манăн аттепе анне ниçта та ĕçлемеççĕ. Икĕ ĕне усратпăр, вăкăр самăртатпăр — çав укçапа пурăнкалатпăр. Пирĕн ялта ĕç çук, çавăнпа анне килте тăрмашать. Атте маларах Мускава çÿретчĕ. Ĕçлесе таврăнсан укçине эрех-сăра ĕçсех пĕтеретчĕ. Юлашки вăхăтра юлташĕсем ăна пĕрле илсе кайми пулчĕç.

27 Утă, 2017

"Манса кай мана"

Эпĕ 10-мĕш класра вĕренетĕп. Кĕçнерникун çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп, мĕншĕн тесен манăн юратнă хаçатăм пичетленсе тухать-çке! Почта ещĕкне почтальон «Тантăш» чиксе хăварнине курсанах чупса тухатăп, хаçата алла тытсан унти статьясемпе паллашма тытăнатăп. Мана ытларах «Çунатлă çамрăклăх» рубрика килĕшет. Хальхинче хамăн та çырмалли тупăнчĕ.

4 Çурла, 2016

Мĕнле хăтăлас ку каччăран?

Вуннăмĕш класа куçсан мана пĕр çул маларах вĕренсе пыракан каччă куç хывнине сисрĕм. Шкулта вăл ман патран иртсе пынă чухне ăнсăртран пек тĕртсе илме тăрăшатчĕ. Эпĕ кăмăлсăр пулнă пек ăна хирĕç тĕкеттĕм те пирĕн хăваламалли вăйă пуçланатчĕ. Шăнкăрав пулсан çеç кашни хăйĕн класне каяттăмăр.