çырăнтару

2 Çĕртме, 2014

Чăваш сасси çĕтмĕ-ши?

Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Накаткин - Чăнлă районĕн тĕп сали. Вăл 1675 çулта никĕсленнĕ. Унта 5700 яхăн çын пурăнать, 60-65% - чăвашсем. Сайра хутра пулин те республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне кайса курмашкăн эпир те çапах та вăхăт тупатпăр. Вырăнти ертÿлĕхпе калаçса татăлнă хыççăн иртнĕ эрнере Аслă Накаткин ялне çула тухрăмăр. 200 ытла çухрăма парăнтарса кăнтăрла тĕлне райцентра çитсе кĕтĕмĕр. Ял пуçлăхĕпе Илья Митрофановпа телефонпа çыхăнтăмăр, вăл пире ял тăрăх администраци çуртĕнче кĕтме ыйтрĕ, хăй кĕçех пырасса пĕлтерчĕ.

31 Пуш, 2014

Ытларах ватăсем çырăнаççĕ

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăнче виçĕ почтальонка ĕçлет. Сăмахран, Анжела Бикинина Лачкассинче тата Тăрмăшра (пĕр урам) пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Кунти халăх "Хресчен сасси", "Сывлăх" тата "Хыпар" кăларăмсене ытларах кăмăллать. Пенсионерсем вулама юратаççĕ. Çамрăксем хаçат-журнал çырăнмаççĕ. Çавна май ачасем те вуламаççĕ. "Ман участокра "Тантăш" çыр-накан пачах та çук", - тет вăл.

Ака уйăхĕнчен хаçат-журнал хакĕ ÿсни вулакана та пăшăрхантарать. "Çырăнакан çын хака пăхса тăмасть, - малалла сăмахлать почтальонка. - Юратнă кăларăмшăн тÿрех укçа кăларса хурать".

1 Нарăс, 2014

Хаçат юлташ, тăван пекех хаклă

Шупашкар районĕнчи Çĕньялсем Елизавета Антонова почтальона çав тери хисеплеççĕ. "Эпир çывăрса тăричченех хаçат-журнал валеçсе тухать вăл. Çил-тăвăл алхасма пуçласан пичет кăларăмĕсене верандăнах кĕртсе хурать", - тет ял-йыш. Елизавета Евгеньевнăна шартлама сивĕ те хăратайман.

30 Чÿк, 2013

Вĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ

Тăвай районĕнчи кашни ял тăрăхĕнчех Канаш почтамчĕн уйрăмĕ пур. Вуннăшĕнче те хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра почтальонсен канăçсăр вăхăт - 2014 çулăн пĕрремĕш çуррийĕ валли хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Ытти енĕпе те вăр-варланма тивет вĕсен, ватăсене вăхăтра пенсипе тивĕçтереççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ... "Сĕнеççĕ" терĕмĕр-ха, çакна пурнăç хистенĕрен тытăннă.

30 Чÿк, 2013

Ялтан яла тус пурри паха

Шупашкар районĕнчи Кăрмăшсем Амăшĕн уявне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа пĕрле уявлассине йăлана кĕртрĕç. Уйран уй - ана, ялтан яла тус пурри паха теççĕ. Кăшавăш тăрăхĕпе редакци хушшинче уйрăмах çирĕп çыхăну йĕркеленнинче вырăнти хастар корреспондентсен тÿпи те пурах-тăр: кунта пурăнакан Регина Чернова пĕр вăхăт «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕнче ĕçлерĕ.

Pages