Ĕçлев

26 Ака, 2016

Шалăва сăрă тĕс ан çаптăр…

Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 303 çын пынă. Ĕçсĕрлĕх статусне 78-не /пĕтĕм йышăн 25,7 проценчĕ/ панă.

7 Ака, 2016

Специальноç çуккипе ют тăрăха каяççĕ

Статистика кăтартнă тăрăх, паянхи кун пирĕн республикăра миллион та 236 пин çын пурăнать. Ку, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 2 пин çын сахалрах. Чылайăшĕ пысăк укçа шыраса Чăваш Енпе сывпуллашать. Алла лайăх специальноç илес тесе республикăран каякан çамрăк та йышлă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнисенчен пĕр пайĕ аслă пĕлÿ илмешкĕн урăх региона çул тытать, хăйне килĕшекен университет е институт суйлать. Пĕлтĕр РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов пирĕн республикăна килсен «Чăваш Республики вĕренÿ тытăмĕнчи тĕрлĕ кăтартупа — Раççейре малтисен йышĕнче», — тенĕ.

25 Раштав, 2015

Патшалăх пулăшăвне кашниех тивĕçет

2015 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу илес тĕллевпе 1339 /е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 31 сахалрах/ çын пынă. Ĕçсĕрлĕх статусне 233-ĕн е çав йышăн 17,4 проценчфĕ илнĕ.

13 Чÿк, 2015

«Эсĕ професси суйлатăн»

Профориентатор-волонтерсен 2015 çулхи акцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, ЧР Ял хуçалăх, ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствисемпе тунă Килĕшÿсем тăрăх республикăри район-хулара кăçалхи юпа уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче профориентатор-волонтерсен «Эсĕ професси суйлатăн» акцийĕ иртрĕ.

29 Утă, 2015

Тĕллевлĕ çынна яланах пулăшатпăр

2015 çулхи пĕрремĕш çурçулта Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 383 çын пынă, çав шутра 28,5% - малтанхи çĕртен хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем, 3,4% - организацие хупнипе е йыша чакарнипе кăларса янисем, 1,6% - шкултан тата професси пĕлĕвĕ паракан учрежденирен вĕре

Pages