Ĕçлев

2 Раштав, 2014

Чылайранпа кĕтнĕ Указ

... Чун ыратăвне шурă хут çине куçарнă çыру редакцие куллен мар пулсан та час-часах килет. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче çитнисенчен пĕринпе паллаштарниех çакна аван çирĕплетет.

«Ĕç тăсăмĕ кăçалхи октябрь уйăхĕнче хĕрĕх çула çитрĕ. Ку хутĕнче эпĕ «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçмелле пек ĕнтĕ. Пенси фончĕн управленийĕн специалисчĕсем сĕннипе районти социаллă хÿтлĕх пайне çитсе килтĕм, анчах савăнма сăлтав тупăнмарĕ. Манăнни евĕр ыйтупа унта татах пынă, вĕсем те нимсĕр-мĕнсĕрех тухса кайрĕç.

25 Чÿк, 2014

Хÿтлĕхсĕр хăвармаççех

Атăл хĕрринче вырнаçнă çак çурта юлашки 20 çул ытла тапхăрта пин-пин çын пынă, унăн алăкне лайăххине, ыранхи куна, вăхăтлăх йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшасса шанса уçнă. Куславкка районĕн патшалăх учрежденийĕ - Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çинчен сăмахăм.

22 Чÿк, 2014

«Вĕренме яратпăр, ярмăрккана йыхравлатпăр...»

2014 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 1336 çын пынă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 1227/. Ĕçсĕр çыннăн официаллă статусне 238-шĕ е 17,8 проценчĕ илнĕ.

29 Юпа, 2014

Центрта ырă сунса кĕтсе илеççĕ

Кашнин ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшаççĕ

Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр Кÿкеçри Шуршăл урамĕнчи 4-мĕш А çуртра вырнаçнă. Çул хĕрринчен курăнсах ларать. Авточарăнуран 30 метрта çеç. Алăкĕнчен çын вĕçĕмсĕр кĕрет-тухать.

Pages