Ентешлĕх

6 Утă, 2018

Ентешлĕх хастарĕсем

Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснисем 1997 çулта Шупашкарта ентешлĕх йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе вĕсем Василий Чапаев музейне пухăннă. Ку сăн ÿкерчĕкре шăпах çак самант сăнланнă.

23 Раштав, 2016

Каçал тăрăхĕнче ентешлĕх уявĕ иртрĕ

Иртнĕ шăматкун Комсомольски районĕнче ентешлĕх уявĕ иртрĕ. Ăна Раççейре Кино çулталăкĕ, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине халалларĕç.

29 Пуш, 2016

Трак енсем тĕл пулсан...

Чуна уçса тăраниччен калаçас, пĕрле савăнас, юрлас-ташлас килет. Çапла пулчĕ те. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çанталăк ăмăррине пăхмасăрах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Красноармейски районĕн «Трак ен» ентешлĕхĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине уявлама халăх питĕ йышлă пухăнчĕ.

13 Нарăс, 2016

Мускав чăвашĕсем ăмăртăва тухнă

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи Олимпиада уçăлнă. Çак уйăхăн 9-мĕш кунĕнче паллă ентешĕмĕр, Георгий наградине 4 хут тивĕçнĕ комдив, Василий Чапаев çуралнă. Мускавра тымар янă йăхташăмăрсем паллă çак пулăмсене хăйне евĕр паллă тунă - иртнĕ канмалли кун вĕсем "Сокольники” Культурăпа кану паркĕнче "Чапаев йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту ирттернĕ.

10 Нарăс, 2015

«Елчĕк ен» ентешлĕх йышĕ çĕнелчĕ

Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ вăхăтра тăван енĕнчен тухса кайса республикăн тĕп хулипе Çĕнĕ Шупашкарта е çывăхри сала-поселоксенче тĕпленсе пурăнакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче ЧР Юридици министерстви çирĕплетнĕ ятарлă уставпа килĕшÿллĕн ентешлĕхсем йĕркелеме пуçларĕç.