фестиваль

2 Ака, 2014

Дипломпа таврăннă

«Хусан ярмăркки» курав центрĕнче коммуналлă хуçалăх сферинче ĕçлекен электромонтажниксен фестивалĕ иртнĕ.

Фестивале Тутарстанри, Мари Элти, Ульяновск облаçĕнчи тата Чăваш Енри професси училищисенче пĕлÿ илекенсем, унтан вĕренсе тухнă çамрăк специалистсем хутшăннă. Пирĕн республика чысне унта Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн преподавателĕн, ЧР тава тивĕçлĕ энергетикĕн Владимир Терентьевăн воспитанникĕсем хÿтĕленĕ. 4-мĕш курс студенчĕ Николай Федоров професси маçтăрĕсен конкурсĕнче диплома тивĕçнĕ.

29 Пуш, 2014

«Раççей юррисем»

Çак эрнере пирĕн республикăра «Раççей юррисем» марафон фестиваль кĕрлесе иртрĕ. Унăн авторĕ тата йĕркелÿçи - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина. Вăл хăйĕнпе пĕрле 120 ытла артист илсе килчĕ. «Русская песня», «Славяне», «Владимирские рожечники», «Криница» /Краснодар/, «Айкай» /Удмурт Республики/ ансамбльсем, «После одиннадцати»» ушкăн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор тата ыттисем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Элĕк, Куславкка районĕсенче концерт йĕркелерĕç.

27 Пуш, 2014

Япони фильмĕсем - Шупашкарта

Çак кунсенче Японире сакура чечеке ларать. Чăваш Енре çуркунне йăл илет. Илемлĕ çак вăхăтра Регионсен аталанăвĕн "Содружество" фончĕ Шупашкара Япони сывлăшне илсе килчĕ. "Кино музейĕ" проектпа килĕшÿллĕн "Çеçпĕл" кинотеатрта пĕрремĕш хут Япони киновĕн фестивалĕ, Ясудзиро Одзу режиссера халалланăскер, уçăлчĕ.

29 Кăрлач, 2014

«Культура валли - 129,5 млн тенкĕ нумайрах»

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Никам тĕкĕнмен Раççей» çут çанталăк фестивалĕ уçăлнă, ăна Федераци Канашĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Ку мероприятие Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне уçнине халалланă.

Pages