Хаçатра çырни патне таврăнса

27 Нарăс, 2020

Телефона таптаса çĕмĕрчĕ

Эпĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурăннă май «Çамрăксен хаçачĕн» 5-мĕш номерĕнче «Авланма вăхăт çитнине ăнланса илтĕм» интервью пирки тăвансемпе юлташсем шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Виталий Осипов юрăç Иркутскра пурăнакан Ирина пирки каласа панă чухне сăмах ман çинчен пынине ăнланнă вĕсем. Эпĕ юратăва машинăпа улăштарнă, унăн шучĕпе пурăннă имĕш. Çапла каланине пĕлсен тĕлĕнтĕм те, тарăхрăм та. Çавăнпа хаçата хурав çырма шухăшларăм.