Хаклав

10 Ака, 2018

Чăваш Ен представителĕсем В. Путинăн Тав çырăвне тивĕçнĕ

2017 çулта Сочире Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен 19 фестивалĕ иртнĕ. Ăна йĕркелесе ирттерес ĕçе пысăк тÿпе хывнисене Раççей Президенчĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Ăна тивĕçнисен ушкăнĕнче Чăваш Ен представителĕсем те пур: Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина тата Республика вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев.

Çĕршыв ертÿçи алă пуснă наградăна вĕсене ЧР Правительство çуртĕнче эрнесерен пулакан канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев панă.

24 Чÿк, 2017

Карчăксем качча каяççĕ

Зоя Алимова — Шупашкарти Культура институчĕн студенчĕ. «Карчăксем качча каяççĕ» — унăн диплом ĕçĕ. Ку спектакле вăл пушкăрт драматургĕн Флорид Буляковăн çав ятлă халăх камичĕ тăрăх лартнă. Астăватăп- ха: хăй вăхăтĕнче ку хайлава мана çамрăксен театрĕ куçарттарчĕ. Алексей Васильев режиссер лартнăччĕ спектакле. Вăл ăнăçлă пулса тухнăран чылай çул сцена çинчен каймарĕ.

15 Çурла, 2017

Етĕрне больници — чи лайăххи

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Халăх фрончĕн «Пахалăха халăх хак парать» проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ сăнавпа тĕрĕслев ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Халăх тĕрĕслевçисем республикăри пилĕк поликлиникăра — Шупашкар, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрмар районĕсенчи тĕп больницăсенче — пулнă. Сиплев учрежденийĕсен пациентсен кăмăлĕ тулнине, хăтлăха, информаципе туллин тата уççăн усă курма май пуррине, тухтăр патне кĕме кĕтсе ирттернĕ вăхăта, медицина ĕçченĕсем ырă сунса кĕтсе илнине тĕпе хурса хакланă.

Pages