Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлураял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сĕте сутăн илмелли хаксен ыйтăвне черетлĕ хут çĕклерĕ.
Ырă кун, «Çамрăксен хаçачĕн» хисеплĕ ĕçченĕсем! Эпир сирĕн хаçата тахçантанпах çырăнса илетпĕр, питĕ юратса вулатпăр. Эсир нумай çынна йывăр лару-тăруран тухма пулăшни çинчен пĕлтĕрхи юлашки номерте /2017, раштав, 28/ пĕлтернĕччĕ. Пире те пулăшасса шанса сирĕн пата çырса пăхма шухăшларăмăр.
Раççейĕн Ял хуçалăх министерстви иртнĕ çул вĕçĕнче тырра чукун çулпа йÿнетнĕ хакпа турттармалли регионсен списокне çирĕплетнĕ. Чăваш Ен унта лекмен, çапах та экспертсем пăшăрханма сĕнмеççĕ тесе пĕлтерет республикăн аграри ведомстви.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен служба ертÿçи Марина Кадилова граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевсен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ.
Вырма пынă уйăхсенче редакци ертÿлĕхĕн хушăвне пурнăçласа чылай аграрипе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Уй-хир ĕçĕсене еплерех йĕркелени çинчен каласа панипе пĕрлех çĕнĕ тырра йÿнĕлле сутма тивнине пăшăрханса пĕлтерчĕç.