Хастаррисем

24 Юпа, 2015

Кĕтерукăн тус нумай

Чылайăшĕ ялта ĕç çукран хулана туртăнать. Хастаррисем, маттурисем вара ниçта та аптăрамаççĕ. Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ялĕнче пурăнакан Николайпа Екатерина Георгиевсем те çаплах. Кил хуçи пĕр вырăнта лармасть: е аякри хулана каять, е ялта та тракторпа ĕçлемелли тупăнать.

3 Юпа, 2015

«Пиçсе çитмен» ĕçе халăха кăтартмаççĕ

«Эпир пĕр çемьери пекех пурăнатпăр. Кунта вĕрентекенсене те, шкул ачисене те килти пекех хăтлă. Тăван кĕтесе хаклама пĕлни, йăх-несĕле асра тытни, йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни пĕрлештерет пире. Шкул пĕтернисемпе çулсеренех тĕлпулу йĕркелетпĕр. 70 урлă каçнисем те уява хаваспах хутшăнаççĕ.

12 Авăн, 2015

Хирург пулма ĕмĕтленнĕ ветеринар

Муркаш районĕнчи Катькасра хастар халăх пурăнать. Ĕне те килĕрен тенĕ пек усраççĕ кунта. Ялта пушă çурт та çук. Маттуррисен йышĕнче - Вера Волкова та. Ăна чи хастаррисен йышне кĕртсен те йăнăшас çук-тăр. Хĕрарăмăн Катькас ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пырать.

17 Кăрлач, 2015

Чипер чипере илет

Чăваш Енре хастар çын сахал мар. Чылайăшĕ канлĕ ватлăха тухсан та лара-тăра пĕлмесĕр общество ĕçне хутшăнать, кĕнеке çырать, çав вăхăтрах спортпа, юрă-ташăпа туслă пулма та ĕлкĕрет. Унсăр пуçне чылай çĕре çитме, çĕннине тишкерме-вĕренме, алла илме тăрăшать.

22 Чÿк, 2014

Ылтăн кин

Канаш районĕнчи Уçырмари Юлия Николаевăна чунран хисеплесе «ылтăн кин» теççĕ тăванĕсем. Ĕçченлĕхĕпе, ăшă кăмăлĕпе, вăр-варлăхĕпе çĕнсе илнĕ вăл çак ята. Ял-йышăн кулленхи пурнăçне те уяв сĕмĕ кĕртме пĕлет хĕрарăм. Çакна коридорти сăнÿкерчĕксене тишкерсе ĕнентĕм.

Pages