Хыпар

20 Утă, 2020

Раççей Правительствин премине тивĕçнĕ

Раççей Федерацийĕн ăслăлăхпа техникăн хисеплĕ ĕçченĕ, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕн «Биотехнологи» центрĕн ертÿçи Александр Самоделкин Раççей Правительствин ăслăлăхпа техника премйĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ.

17 Утă, 2020

61-ри студент дипломлă пулнă

«Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен», — теççĕ. Петр Корняков çак ваттисен сăмахне ăша хывнă та И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Вăл истори, управленипе право факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Çак кунсенче Петр Васильевич аслă шкул дипломне илнĕ.

Петр Корняков 61-ре. 5 çул каялла йăх кун-çулне тĕпченĕскер ăслăлăхпа кăсăкланнă. Çапла вăл историпе педагогика пĕлĕвĕ илме шут тытнă. Петр Васильевич ППЭ тытнă, университета тÿлевсĕр вĕренме кĕнĕ.

17 Утă, 2020

Асăрханулăх йĕркине пăхăнмаççĕ

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пычĕ.

16 Утă, 2020

Атăла — çĕнĕ сывлăш

«Экологи» наци проектне кĕрекен «Атăла сыватасси» регионти проектпа килĕшӳллĕн Вăрнарта хуçалăхпа йăла каяшĕсен коллекторĕн тата тасатакан сооруженисен строительстви пырать.

Вăл талăкра 1800 кубла метр мăшкăлтăк шывне тасатмалла. Проект хакĕ — 406,60 млн тенкĕ. Ĕçе «Куçса çӳрекен 8 № механизациленĕ колонна» АО пурнăçлать. Кăçалхи чӳк уйăхĕччен обьекта хута ямалла.

16 Утă, 2020

Турă çуртне çĕкленĕренпе — 180 çул

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари чиркĕве тунăранпа кăçал 180 çул çитнĕ.

Чиркӳ пуриншĕн те сăваплă та хаклă вырăн шутланать. Лаш Таяпара пĕрремĕш чиркĕве 1840 çулта уçнă. Унăн «пурнăçĕ» çăмăл пулман. Елчĕк районĕнче 1930 çултан пуçласа 1941 çулччен 14 чиркӳрен 13-шне хупнă, Лаш Таяпа чиркĕвне — 1940 çулта.

1991 çулта вара асăннă ялта çĕнĕ чиркӳ уçăлнă.

www.hypar.ru Yaltch.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Pages