Инкек

Çав кун Елчĕк районĕнчи Акчелти Указовсем мотоблокпа хăйсен килĕнчен аякра та мар курăк анине сухаланă. Тăрук пыл хурчĕ вĕçсе килсе кил хуçине хăлха çунаттинчен сăхнă. Самантранах çÿллĕ те тĕреклĕ арçын сывлама йывăрланнине каланă.

«Анне, чей лартса яр-ха», — ыйтнă çĕр улми ăшалакан амăшне ачисем. Çав кун Вăрнар районĕнчи Ершепуçри Короткихсен çемйи пахча хыçĕнчи сĕлле çулса пуçтарса кĕнĕ. Мунча хутма хатĕрленнĕ, унтан апат çиме тесе пÿрте кĕнĕ. Ун чухне каçхи 6 сехет пулнă.

Ĕне усракансен сĕтелĕ çинче яланах сĕт те, хăйма-тăпăрчă та, çу та пур. Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ шăпах сĕт сутса хушма тупăш илет. Çавăнпа ĕне чирлени е вилни хуçисемшĕн чăнласах та пысăк хуйхă.

Шывăн турачĕ çук теççĕ. Шел те, кăçалхи çуллахи уйăхсенче пирĕн республикăра 20 çын путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем. Иртнĕ çул шывра 12-ĕн пурнăçран уйрăлнă, вĕсен хушшинче çул çитменнисем çук.

Pages

Subscribe to Инкек