Инвалидсен кунĕ

2 Раштав, 2016

Сусăрсене — пулăшу

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ хальхи вăхăтра 85 пин сусăра пенсипе тата уйăхри укçа тÿлевĕпе тивĕçтерсе тăнă май хевтесĕр çынсене йышăнмашкăн пурте усă курма пултаракан хутлăх туса хурассине тивĕçлипе хаклать.

Пенси тата уйăхри укçа тÿлевĕн виçисем инвалидлăх ушкăнĕпе çыхăннă, вăтамран 13,3 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Çарта суранланнисен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса инвалида тухнисен пенсийĕ чылай пысăкрах.

1 Раштав, 2015

Куç курманнисем те кĕнекепе туслă

Республикăри Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотека куç япăх кураканнисемпе тата пачах курманнисемпе ĕçлет. Ыттисенчен уйрăларах тăракан вулавçăсен кĕнеке фончĕ 184 пин управ единиципе танлашать. Çакскерсенчен 36 пинĕшĕ - ятарлă шрифтпа çырнăскерсем, 103 пинĕшĕ 56 проценчĕ?