кадетсем

Алексей Миронов (сылтăмри сăн ÿкерчĕкре) Канаш районĕнчи Чакаçри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ хастар пулнă. 7-мĕш класран пуçласах «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисене хутшăннă.

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен команди «Гвардеец» лагерьтен таврăннă. Смена Чулхула облаçĕнче Кстово хулинче иртнĕ.

Республика чысне Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче вĕренекенсем тата Патăрьел, Канаш, Муркаш районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисен пĕрлештернĕ команди хÿтĕленĕ. Чăваш Ен хастарĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă.

Авăнăн 4-мĕшĕнче ирхине 5 сехет çурăра ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн корреспондент та Чăваш кадет корпусĕн аслăрах класĕсенче вĕренекенĕсене Пермь хулине ăсатрĕ. Унтан çĕрле 2 сехетре кĕçĕнреххисене Хура тинĕс хĕррине вĕçекен самолета лартса ячĕ. Пермьри Кадет корпусĕнче пирĕн ачасем мĕнлерех пурăнаççĕ-ши? Крымри «Лучистый» лагерьте чарăннисене вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсĕн сывлăшĕ килĕшнĕ-ши?

Pages

Subscribe to кадетсем