кафесем

15 Çурла, 2017

Шупашкарти тĕп урамри кафе хуçисем ăçта пăхаççĕ?

Шупашкарти Ленин проспектĕнчи «Gallery» кафе умĕ тăр кăнтăрла юхăнса ларать. Çурчĕ чиперех-ха. Капмар та илĕртÿллĕскер аякранах куçа тăрăнать. Пĕр çуртрах «Чувашия» гостиница, тĕп почтамт вырнаçнă. Росреестрăн республикăри управленине те çавăнтан çÿреççĕ.