канашлусем

13 Чÿк, 2017

Шупашкарти фестивале Европăри сумлă тенорсем хутшăнĕç

Пĕтĕм тĕнчери Максим Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ Шупашкарта чÿк уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче иртет. Культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмпех хатĕр темелле ĕнтĕ. Çапах республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура Оперăпа балет театрĕ умĕнчи лаптăка тирпейлессипе çыхăннă ĕçсене фестиваль уçăличчен вĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ. Унта брусчатка сараççĕ.

13 Чÿк, 2017

Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсем йÿнелнĕ

Медикаментсен хакĕ кăçал 2,4% пысăкланнă, çав вăхăтрах пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ эмелсем 3,3% йÿнелнине сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.

8 Чÿк, 2017

"Вăрттăн" шалу хыснашăн сиенлĕ

Республика бюджетне 9 уйăхра мĕнле пурнăçлани, медицина учрежденийĕсен оптимизацийĕ, культура еткерĕн палăкĕсен сыхлăх чиккине палăртасси — çак тата ытти ыйтăва Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тишкерчĕç.

7 Чÿк, 2017

Сыхлăх кирлех: прививка грипран пулăшĕ

Кăçал Чăваш Енре 528 пин çын, республикăра пурăнакансен 42 проценчĕ, грипран прививка тутарнă. Çакна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов пĕлтерчĕ.

Pages