Кайăк-кĕшĕк

28 Кăрлач, 2016

Кăсăясене мĕн памалла?

Кăсăясемшĕн хĕлле чи тутлă апат - çу, тăварламан салă тата аш татăкĕсем. Анчах чылай чухне вĕсене çерçисем шуйхатаççĕ. Ула кураксемпе çерçисене ансатрах апат та пырать - апатран юлнă тĕпренчĕксем, тĕслĕхрен. Кунта чеелĕх кирлĕ. Пысăках мар аш, салă татăкĕсене йывăçран кантрапа, пралукпа çакса пама пулать. Кăсăясем - лайăх акробатсем, вĕсем силленсе тăракан сырăшсем çине те çăмăллăнах лараççĕ, хăйсене кирлине илеççĕ.

15 Юпа, 2015

Нарт-нарт кăвакал...

Килти хуçалăхсенче кăвакала час-часах тĕл пулатпăр. Перекетлĕ хурсенчен те ытларах пулĕ, тен. Мĕнпе илĕртет-ха кăвакал? Кăвакал - хитре кайăк, хăвăрт ÿсет. Ăна усракансем çемьене паха, тин çеç хатĕрленĕ какайпа кулленех тивĕçтерсе тăма пултараççĕ.

15 Ака, 2015

Кăвакал усрани тупăшлă

Хăш-пĕр çын кăвакала питĕ çăткăн тесе калама пăхать. Анчах ку тĕрĕс мар. Вăл хăвăрт ÿсет, çавăнпа нумай çиет. Кăвакал икĕ уйăхранах çитĕнет. Кил çывăхĕнче пĕве, кÿлĕ пулсан ăна ÿстерме тата та çăмăл.

Пекин кăвакалсем халăхра анлă сарăлнă. Вĕсен аçисем – 4 кг, амисем 3,5 кг таяççĕ. Пĕр кăвакал ами çулталăкне 120 таран çăмарта тума пултарать. Чĕпписем 60 кунранах çитĕнеççĕ.

Халĕ мускус кăвакалсене те ĕрчетме тытăнчĕç. Ахальлисемпе танлаштарсан вĕсем питех «калаçмаççĕ», шăп çÿреççĕ. Ашĕ те ытлашши çуллă мар, çемçе, тутлă.

15 Ака, 2015

Миçе çăмарта кирлĕ?

Хур ами 20-е яхăн çăмарта турĕ. Пусма ларнă май ăна миçе çăмарта хурса памалла-ши?

Нина Полякова. Шăмăршă районĕ.

Хур çăмартине вунă кунран ытла упрама кирлĕ мар. Вĕсене 8-12 градус ăшăра тытмалла. Талăкра пĕр хутчен горизонталь енĕпе кустармалла. Пусма ларнă чухне йăвана 13 çăмартаран ытла хумалла мар. Мĕншĕн тесен хур ами пурне те ăшăтаймасть. Ыттине кăркка ами айне хума пултаратăр. Вăл 15-шне хуплать. Хур çăмартине чăхха та хурса параççĕ, 3-5 çăмартана «хÿтлĕхе» илеет.

7 Чÿк, 2014

Чăх çăмарта тума пăрахмĕ

Чăх-чĕп усракансем аван пĕлеççĕ, кĕркуннепе чăхсем сахалрах çăмарта тăваççĕ. Нумайăшĕ хĕллехи вăхăтра та çăмарта илесси ан чактăр тесен мĕн тумаллине пĕлмест пулĕ.

Pages