Кĕнеке çÿлĕкĕ

ЧР Наци библиотекинче кун пек аншлаг тахçанах пулман. Акт залĕ лăк тулчĕ. Коридорта тăракансем уçă алăкран сценăна тинкерчĕç. Захар Прилепин çыравçа хисеплеççĕ, вулаççĕ, унăн шухăшне итлеççĕ.

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра тĕнчипе паллă Джоан Роулингăн асамлă арçын ача, Гарри Поттер, пирки çырнă романĕсене вуланă чухне шухăша путнăччĕ: пирĕн, чăвашсен, шăпăрлансем валли çырнă фантастика хайлавĕсем мĕншĕн çук?

Айгиз Баймухаметов — Раççейри наци чĕлхипе çыракан чи паллă çамрăк çыравçă. «Хыпар» Издательство çурчĕн вулаканĕсем те ăна пĕлеççĕ. «Ан пăрах, анне!», «Урам ачисем», «Юмахсăр ачалăх» хайлавĕсем «Çамрăксен хаçатĕнче» кун çути курчĕç.

«Вăл сюжета çивĕчлетме, вулакана сăнарлă сăмахпа илĕртме пултарать», — тенĕ Василий Кервен писатель Николай Андреев пирки. Çамрăк çыравçă вулаканшăн çĕнĕ ят мар. Унăн хайлавĕсем «Хыпар» Издательство çурчĕ кăлараса тăракан хаçат-журналта та пĕрре мар пичетленчĕç. Тин çеç кун çути курнă «Кĕтмен юрату» кĕнекере те унăн «Ылтăнран та хаклă» калавĕ пур.

«Çапларах-им вăл — яшпа хĕр хутшăнăвĕ? Малтанхи тапхăрта кăна асамат кĕперĕ пек çичĕ тĕслĕ, çутă, илемлĕ-и?» — вулакана шухăша ярать «Чие çеçкене ларсан…» калав авторĕ Ольга Австрийская. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Кĕтмен юрату» кĕнеке кун çути курчĕ. Çамрăк авторсен калавĕсемпе повеçĕсене Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ. Аслă классенчи шкул ачисем валли суйланă хайлавсенчен тăракан илемлĕ литература кăларăмĕ 1 пин экземплярпа пиçсе тухнă. Малалла Ольга Леонидовнăна хăйне сăмах парар.

Pages

Subscribe to Кĕнеке çÿлĕкĕ