Кил ăшши

10 Раштав, 2016

Тинĕс те тикĕс мар

— Çĕнĕ Эйпеçрен Кавала çити хурах! кăшкăрса пытăм, çул çинче каччăна мĕн кăна каласа вăрçмарăм-ши, çапах вĕçертмерĕ. Вăйăра пĕрре курсах килĕштернĕ вăл мана — çав каçах вăрлама тĕв тунă. Мĕн тăвăн, ун чухне йăли çапла пулнă. Каялла тухса утсан хĕрĕн ячĕ кайнă, хапхана тикĕтпе вараланă. Хальхи çамрăксем пек пĕр-пĕрне юратса çÿремен пулин те, 61 çул ĕнтĕ пĕрле. Нушине те, ырлăхне те куртăмăр. Тинĕс те тикĕс мар, пурнăçра та çавах, темĕн те сиксе тухать. Каçарнă, çийĕнчех маннă, ĕмĕр ĕмĕрлемелле, ачасене ÿстермелле-çке. Вăл мансăр, эпĕ унсăрăн пĕр кун та пурăнайман, çак ĕнтĕ вăл — юрату тени. Халĕ те пĕрле савăнатпăр, пĕрле кулянатпăр, ку тарана çитсе çемьере пĕр-пĕринчен вăрттăнлăх пулса курман. Иккĕн-иккĕнех, шăкăлтатсах кун иртет, — кăмăллăн калаçрĕ Елчĕк районĕнчи Кавалти Венера Новикова.

20 Юпа, 2016

Уйрăлсан туйăм вăй илнĕ

Пысăк йышпа ĕçлеме лайăх, анчах апат чылай хатĕрлемелле. Комсомольски районĕнчи Шурутра пурăнакан Голубевсене ку пĕртте хăратмасть. Ара, пур ачи те хăйсен-çке-ха. Çемье апатланма вырнаçсан сĕтел çине 9 кашăк хураççĕ. Аслă хĕрĕ Ксюша хăй те çемье çавăрнă ĕнтĕ.

6 Юпа, 2016

Ĕмĕтри ывăлне ача çуртĕнче тупнă

Асакасси ялĕнче пурăнакан Валентинăпа Виталий Кузьминсем икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Кил ăшшин управçин 2 пепке çуратнă хыççăн тепĕр хут амăшĕ пулас килнĕ, вăл арçын ача çинчен ĕмĕтленнĕ.

18 Çурла, 2016

«Атте-анне апатланнă чухне пире çăкăр та памастчĕ»

«Ача ÿстересси — вăйă мар», — тенĕ ваттисем. Унран çĕршыва юрăхлă çын тума мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлĕ. Ют çыннăн ачине ура çине тăратасси вара — уйрăм калаçу. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнăскере тăван тĕпренчĕк пекех çитĕнтерме кашниех пултараймасть.

Pages