колледжсем

3 Ака, 2018

Çамрăк профессионалсем Шупашкарта тĕл пулĕç

Паянхи вĕрентÿ ĕçĕнчи пысăк тĕллевсенчен пĕри — пысăк технологиллĕ производствăсем валли рабочисене вĕрентсе хатĕрлесси. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те тĕплĕн чарăнса тăнă ун пирки. Шупашкарти Электромеханика колледжĕнче унашкал центр ĕçлет ĕнтĕ. ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов паян шăпах çавăнта тĕл пулчĕ те журналистсемпе.