ĕçтешсем

24 Ака, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçатĕнче» Пушкăртстанри чăвашсем пулчĕç

Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине паллă тума Шупашкара Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем килеççĕ. Акă Пушкăртстанран 23 çынран тăракан делегаци çитрĕ. Ăна чăвашсен культура обществин ертÿçи Юрий Михайлов ертсе килнĕ.

24 Ака, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ волонтер пулнă

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Шупашкарта «Ветеран юнашарах пурăнать» акци вăй илчĕ. Тĕп хулари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ĕçченĕсем волонтерсемпе пĕрле ветерансемпе тыл ĕçченĕсем патне çитсе килеççĕ, хваттере тирпей-илем кĕртеççĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина та пĕр кунлăха волонтера çаврăнса ырă ĕç турĕ.

27 Пуш, 2018

«Çырусем. Шăпасем» рубрикăра – «Юратупа наркăмăш»

Паян «Чăваш Ен» ПТРК ĕçченĕ Ирина Паргеева «Ăраскал» кăларăмри «Çырусем. Шăпасем» рубрика валли материал хатĕрлеме «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцине çитрĕ.

21 Пуш, 2018

Эстрадăри лару-тăрăва ĕçтешĕмĕр Олег Прокопьевпа сÿтсе явĕ

"Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Измана Олег Прокопьев журналист Чăваш наци радиовĕн "7 юрă" кăларăмне чĕннĕ. Вăл ыран, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 20.00 сехетре тÿрĕ эфира тухĕ.

19 Пуш, 2018

Журналистсем ырă ĕçсен акцине пуçарнă

Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне халалласа тата ЧР Информполитика министерстви социаллă пĕлтерешлĕ проексен конкурсĕнче грантпа хавхалантарнă "Ырри ан ыртăр" проекта пурнăçласа «Хыпар» издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕ"

Pages