Конкурс

29 Чÿк, 2019

Пирĕн конкурс

Пурте эпир — ачалăхран. Пурнăç иртнĕ май палăрмаллах улшăнатпăр пулин те хăш-пĕр уйрăмлăх пирĕнте упранса юлатех. Çавна май сире, хаклă вулаканăмăрсем, конкурса хутшăнма чĕнетпĕр. Çак сăн ÿкерчĕкре (сăн ÿкерчĕкĕ «Хыпар» хаçатăн паянхи номерĕнче пичетленнĕ)  чăваш эстрада юрăçисенчен хăшĕ сăнланнă?

21 Юпа, 2019

Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем… республика тулашĕнче пурăнаççĕ

Ÿссе çитсен, кайăк чĕпписем пек, пурте атте-анне килĕнчен вĕçсе тухса каятпăр. Ачаран тĕвĕленнĕ пуçра çак шухăш. Анчах та манăн, ах, каяс килместчĕ хулана. Çук, çывăх çыннăмсен хÿттинче ăшă та хăтлă пулнипе кăна мар. Вулакан пуçне темĕн чухлĕ çĕмĕрсен те сăлтавне тупаяс çук, çавăнпа асаплантармасăр тÿрех калам — йăлтах… ĕнепе çыхăннă. Ара, хулари хваттерте усраймастăн вĕт-ха ăна. Сĕт-турăхне, чăн та, лавккара та туянма пулать-ха, апла тăк, ĕнине усрамасассăн та юрать. Анчах та ырри, ĕне ырри! Ăна лавккара сутмаççĕ. Эпĕ вара ăна вилсе каясла юрататăп.

18 Авăн, 2019

Аспиранткăн çитĕнĕвĕ

Раççейри Bayer компани «Байстади» конкурс ирттерет. Кăçал унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи студентсем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аспиранчĕ Светлана Филиппова та пур.

7 Нарăс, 2019

«Шупашкар Моноличĕ» — финалта

Нарăс уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУра Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Çамрăксен «Сывлăш инженерийĕн шкулĕ» вĕрентÿ проектне «Кванториум» технопаркра вĕренекенсем хутшăннă.

Pages