конкурссем

26 Пуш, 2018

Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри юрлама пĕлсен кăна…

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта çамрăк юрăçсем юрлас ăсталăха кăратас енĕпе тупăшрĕç: Культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XIX «Кĕмĕл сасă — 2018» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

15 Пуш, 2018

Пуласлăх профессионалĕсем

Пуш уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Мускавра Олег Дерипаска фончĕн пуçарăвĕпе «Пуласлăх профессионалĕсем» IV наци ăмăртăвĕ иртнĕ. 10-мĕшĕнче вара тупăшăва пĕтĕмлетсе Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисене саламланă.

Чемпионатра професси тата шкул корпорацийĕсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Чăваш Ен чысне 59-мĕш, 61-мĕш шкулсен, Ача-пăча пултарулăх керменĕн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ.

15 Пуш, 2018

«Тантăш» хаçат гимнне юрласа çĕнтернĕ

Нумаях пулмасть Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче респу-блика шайĕнче «Радужная страна — 2018» конкурс-фестиваль иртнĕ. Ăна «Людмила Кинерĕн юррисем» продюсер центрĕ йĕркеленĕ. Конкурса 200 ытла ача хутшăннă.

6 Пуш, 2018

Чăваш ачисем Санкт-Петербургри конкурса хутшăнĕç

Чăваш Республикинчи шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен «Эпĕ Президент пулас тăк» конкурсăн тапхăрне хутшăнĕç.

Çак конкурса Раççейри 85 регионтан 30 пин ытла ĕç тăратнă. Вăл икĕ тапхăрта тăватă номинаципе иртет: эссе, ÿкерчĕк, видеоролик тата проект. Конкурса хутшăнма шкул ачисене, студентсене, çар тата саккунлăха сыхлакан органсен аслă шкулсен курсанчĕсене йыхравланă.

Pages