конкурссем

5 Пуш, 2018

«Раççей мисĕ» конкурса хатĕрленет

«Раççей мисĕ» илем конкурсне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхи тупăшура пирĕн республика чысне Юлия Полячихина хÿтĕлĕ. 18-ти пикешĕн ку — пĕрремĕш конкурс мар.

1 Пуш, 2018

«Хĕллехи фотоканикул» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

2018 çулхи Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă «Хĕллехи фотоканикул» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса республикăри 18 районпа хуларан 216 ĕç килсе çитнĕ.

8 Нарăс, 2018

Тăван чĕлхене юратса

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Вĕрентÿ институтĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсен XXIII ăс-хакăл вăййисем пуçланнă. Çак кун тăван чĕлхепе юрăсем юрланă, çĕршыва, çывăх çынсене юратни çинчен сăвăсем каланă. Чăваш тата тутар чĕлхисем янăранă.

Тепĕр тапхăр пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче математика, вырăс чĕлхи тата литератури, пирĕн тавралăх предмечĕсемпе иртĕ.

7 Нарăс, 2018

«Чăваш вăрманне» — шăнкăрч йăвипе

Ырă тăвакансен çулталăкне халлаланă «Ырă йĕр» экологи марафонĕ вăхăтĕнче «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ «Шăнкăрч йăви» конкурс ирттерет. Хутшăнакансенчен кашниех хăйĕн шухăш хăватне ирĕке яма пултарать.

Pages