конкурссем

6 Авăн, 2017

Раççейри ĕне сăвакансене Чăваш Енри специалист хаклать

Çак кунсенче, авăн уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче, Мордва Республикинче машинăпа ĕне сăвакан операторсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ иртет. Кăçалхипе 26-мĕш хут йĕркеленĕ ăмăртăва пирĕн республикăри доярка та хутшăнать. Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме республикăри конкурсра çĕнтернĕ Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» операторĕ Екатерина Георгиева тивĕçнĕ.

28 Çурла, 2017

Шупашкарта «Ирĕклĕх пикине» палăртнă

Ĕнер Шупашкарта халиччен пулман илемлĕх конкурсĕ иртнĕ. «Ирĕклĕх пики – 2017» ят панăскере çынсене социаллă пулăшупа хÿтлĕх кÿрекен «Ирĕклĕх» организаци Чăваш Енĕн Общество палати пулăшнипе йĕркеленĕ.

17 Çурла, 2017

Фотоконкурс

Мана Надя Устинова тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 16 çулта. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулне 11-мĕш класа кайма хатĕрленетĕп. Мана çут çанталăк пулăмĕсем тата чĕр чунсем кăсăклантараççĕ. Чи юратнисенчен пĕри вара — лаша.

18 Утă, 2017

Эльбрус çинче чăваш сăвви янăратăр тесен конкурса хутшăнмалла

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви тата "Динамо" физкультурăпа спорт обществи сăвă конкурсĕ ирттерет. Унта служба тивĕçне пурнăçланă чух пуçне хунă йĕрке хуралçисене халалласа çырнă 12-16 йĕркеллĕ сăвăсене йышăнаççĕ. Конкурс çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Pages