конкурссем

6 Çу, 2020

Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсем ветерансене саламлама хатӗрленеҫҫӗ

"ЮНАРМИЯ" Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен ҫарпа патриотла общество юхӑмӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче тӑракансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурссене, акцисене хастар хутшӑнаҫҫӗ

28 Ака, 2020

Воспитательсем тупăшаççĕ

Чăваш Енре «Çулталăк воспитателĕ» конкурс малалла пырать. Кăçал финал пуçласа онлайн мелпе иртет.

Конкурс виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Финала вара 27 çынран 5-шĕ çеç лекнĕ. Ача садĕнче ĕçлекенсем «Интернет-портфолио», «Манăн ăнăçлă проект» тупăшусене хутшăннă, ăсталăх класĕ ирттернĕ, ачасемпе мĕнле ĕçленине видео урлă кăтартнă.

27 Ака, 2020

"Чӗрӗ сӑмах" ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Сӑвва илемлӗ вулакансен "Чӗрӗ сӑмах" республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗпе пӗрле пуш-ака уйӑхӗсенче ирттернӗ.

13 Ака, 2020

Кӗнеке ҫыракансем валли - ҫӗнӗ конкурс

Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракан авторсене укҫан хавхалантарма конкурс ирттересси ҫинчен пӗлтерет.

Конкурса кӗнеке ал ҫырӑвне пӗччен е ушкӑнпа хатӗрленӗ авторсем хутшӑнаяҫҫӗ.

Ал ҫырӑвӗсене ҫак номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ:

- шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (50 пин тенкӗлӗх хавхалантару);

27 Пуш, 2020

Чăваш Енри чи лайăх Пĕрлешӳ керменне палăртнă

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин районĕсен тата хула тăрăхĕсен администрацийĕсен ЗАГС уйрăмĕн ертӳçисемпе "2019 çулхи чи лайăх ЗАГС уйрăмĕ" конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Pages