конкурссем

18 Пуш, 2020

Шупашкарти педагогсем Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ

Шупашкарти ача сачĕсенче ĕçлекенсем тăтăшах тĕрлĕрен конкурсра палăраççĕ, мероприятисенчен юлмаççĕ. Акă каллех хăйсене Раççей шайĕнче кăтартма пултарчĕç.

Çулсеренех Рыбаков Фонд тата регионсенчи партнерĕсем пулăшнипе Л.С. Выготский ячĕллĕ Пĕтĕм Раççей конкурсĕ иртет. Унта шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен специалистсем тата студентсем хутшăнаççĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Шупашкарти ача сачĕсенчен кăçал 107 заявка çитнĕ /61 ача сачĕ/, пĕлтĕр тата ытларах пулнă.

28 Нарăс, 2020

Ачасем вăрçă постановки хатĕрлĕç

Президент гранчĕсен фончĕ конкурс пĕтĕмлетнĕ. Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулти «Берет» çарпа патриотлăх кулубĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

5 Нарăс, 2020

«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс иртнĕ

Муркаш районĕнче «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс вăй илсех пырать. Хальхинче сцена çине Оринин ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем тухрĕç.

24 Кăрлач, 2020

Черетлĕ конкурс: «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ»

«Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ тата Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ пĕрлехи конкурс ирттереççĕ.

Pages