культура

9 Çĕртме, 2016

Арçын ертÿçĕсем юрласа ĕçлеççĕ

"Пирĕн Карапай Шăмăршă ачисем мĕнле кăмăллă вĕт-ха. Вĕсенчен усал сăмах илтсе курман. Ыйтсан чĕнмесĕр иртмеççĕ, хуравлаççĕ, калаçаççĕ", - палăртать Галина Николаевна Петькова.

4 Нарăс, 2016

Пурăнатпăр çĕр çинче хăнара

Çĕршывра та, хамăр республикăра та тĕрлĕ çулталăка халалланă уявсем иртсе кайрĕç. Пирĕн ялти ырă пулăмсемпе, тăван ял çыннин кулленхи пурнăçĕпе кăсăкланакан Л.Н.Изекеева сăвăç, композитор, эстрада çăлтăрĕ килсе çитрĕ.

3 Юпа, 2015

Хресчен хуçалăхĕ - тĕнче умĕнче

1984 çулта Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра Аркадий Айдак пуçарнипе «Ĕлĕкхи хресчен кил-хуçалăхĕ» музей комплексĕ тума пуçланă. Пÿртне, кĕлечĕ-хуралтине, лаçне, мунчине, картишне, çатан картине... майласа лартаççĕ. Колхоз председателĕн çумĕпе Н.Сапожниковпа ялти шкул учителĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ П.Яжейкин ялсем тăрăх килтен киле çÿресе XIX ĕмĕрти савăт-сапана, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре пухма тытăнаççĕ. Н.Сапожников Красноярск крайĕнчен пĕр михĕ кантăр вăрри турттарса килнĕ. Музейĕн 1 гектар çĕр пур.

4 Çурла, 2015

"Нарспие" акăлчансем те тарават

Кăçал Раççейре Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкне паллă тунă май вилĕмсĕр классикăн кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, хайлавĕсем тавра калаçни - вырăнлă та, вăхăтлă та. Вулаканăма "Нарспие" ют чĕлхене куçарнă çынсенчен пĕринпе, Владимир Шашковпа, çывăхрах паллаштарасшăн.

4 Çурла, 2015

Каçар пире, поэтăмăр...

Кăçалхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче К.В.Иванов çĕршывне çитсе килтĕмĕр. Пушкăрт Республикинчи Слакпуçĕнче пуласси тахçанхи ĕмĕтчĕ-ха, ĕмĕте пурнăçлама ниепле те май çитерейменччĕ. Мухтавлă поэтăмăр К.Иванов çÿренĕ урамсемпе, сукмаксемпе утса курас, вăл сывланă сывлăшпа сывлас, вăл курнă-пĕлнĕ тавралăха куçпа ыталас ĕмĕт тахçанах илĕртетчĕ... Кăçал çапла тĕллев лартрăмăр: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн çĕршывне çитсе курмаллах.

Pages