Кун-çул

19 Пуш, 2018

Ача çеç пулсан та…

Хурланса та кулянса сивĕ хĕл иртсен, сарă хĕвел шăратса пăхсан, шăнкăр-шăнкăр шыв юхтарса, симĕс курăк шăтарса, таврана илем кÿрсе ырă çуркунне çывхарнă вăхăтра килнĕ çут тĕнчене анне — Анастасия Александрова. Тĕлĕнмелле те, çывăх çыннăмсем иккĕшĕ те пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Шел, вăл пиртен 1971 çултах уйрăлса кайрĕ.
Куккасемпе аппасем ачаллах çĕре кĕнĕ. Кукамай аннене çеç сыватса-сыхласа хăварма пултарнă. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ Наçтук. Саккăр тултаричченех çăм, сÿс арлама, чăлха-нуски çыхма вĕреннĕ. Хĕр 11 çула çитсен салтак-ашшĕ вилнĕ.

19 Нарăс, 2018

Пирĕн анне — Турă çынни

Хĕрĕх çул каяллахи сăн ÿкерчĕкри анне ăшши асамлă хăватпа хăйĕн патне туртнăн туйăнать. Куславкка районĕнчи Мушар ялĕнчи Зоя Юсова пире, хăйĕн 5 тĕпренчĕкне, чунран юратса çитĕнтерчĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ.

12 Кăрлач, 2018

Виталий ИВАНОВ: Халăх кун-çулне тĕпчени хавхалану кÿрет

Чăваш халăхĕн пурнăçĕпе кун-çулне, йăли-йĕркипе культурине тĕпчес тĕлĕшпе юлашки тапхăрта вун-вун кĕнеке, ăслăлăх ĕçĕ пичетленчĕ. Вĕсем тăван халăхăн хăйне евĕрлĕхне ăнланма пулăшаççĕ.

Pages